Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕнчи ыйтусене сÿтсе явнă.

Паянхи куншăн чи пĕлтерĕшли — уяр çанталăкпа усă курса ака ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварасси. Çакна асра тытса ял çынни хальхи вăхăтра ир пуçласа мĕн каç пуличченех уйран кĕме пĕлмест. Механизаторсем Çĕнтерÿ уявне те хиртех кĕтсе илеççĕ. Урăхла май çук, мĕншĕн тесен кăçал çур аки ĕçĕсем ахаль те кая юлчĕç. Апла пулин те ума илнĕ тĕллеве — 16358 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварма ĕлкĕрмелле.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсем кунран-кун вăй илсе пыраççĕ. Майăн 7-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксен тата кĕрхи çĕртме сухи тунă 18,5 пин гектар лаптăкра нÿрĕк тытса хăварнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов çак ĕçсене «Победа», «Урожай» ОООсенче, «Прогресс» АХОра, «Комбайн», «Рассвет» ЯХПКсенче, «АСК-Яльчики» ОООра уйрăмах лайăх йĕркеленине палăртрĕ.

Кĕр тыррисемпе нумай çул ÿсекен курăксен 7168 гектарне минераллă удобренисемпе апатлантарнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене ĕнерхи кун тĕлне пурĕ 2085 гектар, çав шутран «АСК-Яльчики» ОООра — 237, «Комбайн» ЯХПКра — 210, «Сатурн» ЯХПКра — 140, «Победа» ОООра — 135, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 550 гектар акнă. Унсăр пуçне, пурĕ 160 гектар /Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 70, «Яманчурино» ОООра — 50, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче — 40/ рапс, пĕр çул ÿсекен курăксене 100 гектар /«Победа» ОООра — 60,«Рассвет» ЯХПКра — 30, «Комбайн» ЯХПКра — 10/ акнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май çуркуннехи шутлă кунсемпе тухăçлă усă курма _ ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма чĕнсе каларĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code