Вторник, 28 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерÿ парачĕ

Çĕнтерÿ парачĕ

Историрен çакă паллă. Çĕнтерÿ кунне паллă тăвасси 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнчен пуçланнă.

Вермахт çарĕсен Тĕп штабĕн пуçлăхĕ Кейтель генерал-фельдмаршал, Хĕрлĕ Çар Тĕп командующин çумĕ Георгий Жуков маршал, союзниксен çарĕсем енчен Великобритани авиаци маршалĕ Теддер капитуляци тумаллине палăртакан акт çине алă пусаççĕ. Берлина 2-мĕш числорах илнĕ пулин те, нимĕç çарĕсем юлашки вăйран вирлĕн хирĕç тăнă-ха. Çакăнтан маларах СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕ Иосиф Сталин майăн 9-мĕшĕнче патшалăх уявĕ тата канмалли кун тесе указ çине алă пусать. Мускав вăхăчĕпе ирхи 6 сехетре Ю.Левитан диктор çак указа радиопа вуласа парать.

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче каçхине Мускав хулинче тĕлĕнмелле пысăк Çĕнтерÿ салючĕ кĕрленĕ, пин ытла зенитлă хĕç-пăшал 30-шар залп кăларса янă.

Вăрçă чарăннă кун ял-хула урамĕсем халăхпа тулнă, вĕсем пысăк савăнăçпа пĕр-пĕрне ыталанă, чуптунă, юрăсем юрланă, çак куна кĕтсе илейменнисене асăнса йĕнĕ. Пĕрремĕш Çĕнтерÿ кунĕ парад пулман, ăна 1 уйăх çурă тĕплĕн хатĕрленнĕ хыççăн, июнĕн 24-мĕшĕнче ирттернĕ.

Уява 3 çул анлăн паллă тунă хыççăн укçа-тенкĕ нумай тăкакланнине кура ăна ирттерессине вăхăтлăха чарса лартма тĕллев лартнă, çак укçа-тенке ишĕлнĕ ялсемпе хуласене çĕклес ĕçре расхутлама йышăннă. Çапла Çĕнтерÿ кунне 18 çул салют парса çеç паллă тунă, вăл канмалли кун пулман. Сăмах май, пĕрремĕш салюта 1943 çулта Хĕрлĕ Çар салтакĕсем пысăк çитĕнÿ тунă хыççăн панă, каярахпа — фашистсене хирĕç тунă кашни курăмлă çитĕнÿшĕн.

1965 çулта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 20 çул çитнĕ май Леонид Брежнев хушăвĕпе герой-хуласенче парадсем, шкулсенче тата ытти вĕренÿ çурчĕсенче ветерансемпе тĕл пулусем ирттересси вăй илнĕ. Аслă Çĕнтерĕвĕн 50-мĕш çулĕнче ?1995 çул/ Мускавра харăсах 2 парад иртнĕ: пĕри — Хĕрлĕ лапамра, тепри Асăну тăвĕ çинче. 2008 çултанпа парада хальхи йышши çар техникипе авиаци те хутшăнать.

Юрий ГОРДЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code