Аслă Çĕнтерỹ кунĕ пур уявран та аслă, мăнаçлă, сăваплă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕне эпир кашни çулах пурте хумханса тата савăнса кĕтсе илетпĕр. Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă тата Европăри халăхсене мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветеранăмăрсен, тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсен, салтак арăмĕсен, вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсен умĕнче пысăк парăмра пулнине Раççей халăхĕ ĕмĕрех асра тытать.
Халăх историйĕнчи чи хаяр, хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 73 çул çитнине халалланă тĕп мероприятисем Елчĕк районĕнче çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун кашни ялтах вăрçăран таврăнайманнисене халалласа лартнă палăксен умĕнче митингсем тата концертсем иртрĕç, ял халăхĕ ветерансене чысларĕ. Район центрĕнче пурăнакансем çак кун каçхине Елчĕкре Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ хирĕç-тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса ирттернĕ «Факелсем йăтса утасси» акцие хутшăнчĕç. Яшсемпе хĕрсем чи малтанах воин-интернационалистсене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнса чечек кăшăлĕсем хучĕç. Унтан вĕсем факелсемпе ялавсем, лампадкăсемпе хунарсем йăтса шăплăхра Совет, Иванов урамĕсемпе утса çаврăнчĕç, Тĕп лапамра чарăнчĕç. Пулас хỹтĕлевçĕсем çĕнтерỹçĕ салтака халалланă палăк çумĕнчи вĕçĕмсĕр çунакан çулăм умне гирляндăсем хучĕç. Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсен, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн тата искусство шкулĕн ĕçченĕсен вăрçă çулĕсене тата мирлĕ вăхăта сăнлакан юрри-сăввисем хыççăн тỹпене çĕкленнĕ фейерверк тĕрлĕ тĕспе çуталчĕ.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче районти предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ялсенчен хутшăннă халăх тăрăх тата хăнасем вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ ветеран-фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен портречĕсене йăтса 9 сехет тĕлне Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче «хĕрỹ точкăсенче» пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕр-шывăн мирлĕ тỹпине хỹтĕлекен ентеш-летчиксене халалланă монумент умне пуçтарăнчĕç. «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансен шучĕ çулран-çул ỹссе пыни савăнтарать. Çанталăкĕ хĕвеллĕ те янкăр пулчĕ çак кун, кассăн-кассăн вĕрекен уçă çил уява хутшăнакансене кăмăллăн лăпкарĕ. Кăçалхипе 6-мĕш хут йĕркеленĕ «Вилĕмсĕр полк» акцин тĕп тĕллевĕ — Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхне яланлăх асра хăварасси.
Маларах çак уява хаяр вăрçăн тусанлă та юнлă сукмакĕсемпе утса тухнă, вăрçă йỹçĕ çăкăрне ас тивнĕ ветерансен колонни илем кỹретчĕ тата кашнинчех мăнаçлăх туйăмĕ вăрататчĕ. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсен йышĕ çулран çулах чакса пырать, чĕррисенчен чылайăшĕ хăй тĕллĕн çỹреймест. Томск хулинчи Сергей Лапенков, Сергей Колотовкин, Игорь Дмитриев журналистсен пуçарулăхĕпе тата сĕнĕвĕпе йăлана кĕртнĕ «Вилĕмсĕр полк» акцине йĕркелени пирĕншĕн кашнийĕншĕн, уйрăмах çамрăк ăрушăн, пысăк парне пулса тăчĕ. Вăл вăхăта тата ăрусене çыхăнтарма пулăшнине туйса илчĕ халăх. Тепри хистенипе мар, чун-чĕре ыйтнипе хутшăнчĕç асăннă акцие ентешсем. — Çĕнтерỹçĕ Салтакăн яланах стройра пулмалла. Пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр хăй çывхăртнă Аслă Çĕнтерỹ уявне, сăн ỹкерчĕк урлă пулсан та, курмаллах унăн.
Кашни çын ырă малашлăхшăн кĕрешнĕ тăванĕсен портречĕсене мăнаçлăн йăтса пынине курсан куçăмрăсем шывланаççĕ, хумханакан чĕрене сăмахпа каласа ăнлантарма çук ырă туйăм çупăрлать, — çак сăмахсене акцие хутшăннă чылай çынран илтме тỹр килчĕ çак кун. Асăннă акцие çамрăксем те йышлăн хутшăнни ырă пулăм. Çакă çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе тĕплĕнрех паллашма, патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшаççĕ, çывăх тăванĕсемпе пĕрле ыттисене те хисеплеме хистеççĕ. Ача хăй йăтса пыракан сăн ỹкерчĕкри Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă аслашшĕпе асламăшĕн, мăн аслашшĕпе мăн асламăшĕн шăпипе интересленмесĕр юлмастех. Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район кураторĕ — Чăваш Республикинчи ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăннă ушкăн Совет Союзĕн Геройĕсем С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов ячĕпе хисепленекен урамсемпе иртсе Тĕп лапама пуçтарăнчĕç. Пурте туслăн урра! кăшкăрни аякка саланчĕ çак самантра.
Тĕп Лапамра иртнĕ уяв та кашнинех хумхантарчĕ. Раççей Федерацийĕн Гимнĕ нихçанхинчен мăнаçлăн янăранă май Тĕп лапамри палăк умне сумлăн вырнаçса ларнă ветерансен куçĕсем шывланчĕç. Чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Вăл кашнинех уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, нумай-нумай çул пурăнма ырăлăх, тăнăç пурнăç сунчĕ.
— Аслă Çĕнтерỹ кунĕ — çĕр-шыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă уявсенчен пĕри. Çулсем иртнĕ май унăн сумĕ ỹссех пырать. Шел пулин те, вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсеренех чакать. Паянхи кун районта 15 вăрçă ветеранĕпе инваличĕ пурăнать. Вăрçă участникĕсене, салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене паянхи лăпкă пурнăçшăн чун-чĕререн саламласа вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Сывлăх, телей пултăр сирĕн пурин те.
Салам сăмахĕсен çумне Елена Сапаркина, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн ертỹçи Сергей Данилов хутшăнчĕç. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ахрăмĕ аяккарах та аяккарах кайса пынă май çĕнтерỹçĕсен вилĕмсĕр паттарлăхĕ, вăй-халĕпе тỹсĕмлĕхĕ, тăван çĕре чун-чĕререн юратни малашнехи ăрусемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине палăртрĕç вĕсем.
Митинга хутшăннисем вăрçă хирĕсенчен таврăнайманнисене сума суса пĕр минут шăп тăнчĕç. Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсем ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упранĕç. Районти предприятисемпе организацисен представителĕсем, афган вăрçин участникĕсем тата тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă ветерансем вăрçăра вилнĕ ентешсене сума суса палăксемпе обелисксен, Елчĕкри çар комиссариачĕн çурчĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уява культурăпа кану центрĕн работникĕсем, Елчĕк, искусство шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем ташă-юрă урлă çĕр-шывăмăрăн мăнаçлăхне, Раççей халăхĕн никама пăхăнманлăхне витĕмлĕн çутатса пама пултарчĕç, чĕресене хумхантарчĕç, вăрçă çулĕсем мĕн тери хăрушă та хаяр, йывăрлăхпа туптаннă Çĕнтерỹ пысăк савăнăç пулнине тепĕр хут аса илтерчĕç.
Çамрăк армеецсен парачĕ пĕр хумхантарчĕ, пĕр савăнтарчĕ. Хăйсен уттипе çĕр-шыва мăн аслашшĕсем пекех хастар сыхлама тата юратма шантарнăн, ветеран-фронтовиксене мирлĕ тỹпешĕн тав тунăн туйăнчĕç вĕсем. Çĕнтерĕве халалланă пĕрлехи вальс та кашнинех тыткăнларĕ. Аслă Çĕнтерỹ уявĕн сценарийĕ вăрăмах пулмарĕ пулсан та витĕмлĕ пулнине палăртрĕç куракансем. Уйрăмах «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнма май пулнăшăн савннине пытармарĕç.
Елена ПЕТРОВА.