Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравления с Днем учителя!

Поздравления с Днем учителя!

Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Учитель кунĕпе саламлатпăр.

Вĕрентекен кунĕ – пирĕн пурнăçри чи хаклă пуянлăха – ачасене пĕлÿ тата воспитани парассипе тимлекен çынсен уявĕ. Эсир ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ çеç памастăр, ырăпа усала уйăрма, тĕрĕслĕхе мала хума, хăйсем тĕллĕн йышăну тума, пурнăç çулне суйласа илме пулăшатăр. Ахальтен мар учитель профессине суйласа илнĕ çынсене нумайăшĕ пурнăç тăршшĕпе хисеплесе пуç таяççĕ. Пурнăçра çын кирек епле çитĕнÿ тăвас пулсан та унта вĕрентекенсен тÿпи пурах.

Тивĕçлĕ канури педагогсене уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Эсир хăвăрăн ырă канашăрсемпе çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хыватăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, тăрăшуллă вĕренекенсем, пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

И.ВАСИЛЬЕВА                     Елчĕк район пуçлăхĕ.

Л.ЛЕВЫЙ                               Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.

 

Сире Учитель кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сирĕн ĕçĕр пархатарлă та сăваплă. Хăвăрăн пурнăçăра вĕрентÿ тата воспитани ĕçне халалланă май ĕçе чун-чĕререн парăнса пурнăçлатăр, вĕренекенĕрсен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланатăр.

Районти шкулсенчи вĕрентекенсем çамрăк ăрăва пĕлÿ парас ĕçре çĕнĕ вĕренÿ программисене алла илсе, пĕлтерĕшлĕ проектсене хутшăнса пысăк çитĕнÿсене çывхартни, район, республика, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пултарни ырă пулăм. Обществăлла ĕçре те хастар учительсем. Çитĕнекен ăрăва вĕрентес, воспитани парас ĕçре педагог-ветерансен тÿпи те пысăк. Вĕрентÿ коллективĕсем вĕсен паха ĕç опычĕпе, ырă канаш-сĕнĕвĕсемпе анлăн усă кураççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу, çитĕнÿсем, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ вĕренекенсем сунатпăр.

Л.ЛЕВЫЙ                                райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ.

С.СКВОРЦОВ                          вĕренÿ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code