Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çÿп-çап турттарассине – çĕнĕ йĕркепе

Çÿп-çап турттарассине – çĕнĕ йĕркепе

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ирттерчĕ. Унта район пурнăçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.

Малтанах Леонард Васильевич тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçченсене Пĕтĕм тĕнчери ватă çысен кунĕ ячĕпе саламларĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

– Пурте çав çулсене çитетпĕр. Ветерансене уявра уйрăмах сума сăвасси кашни пуçлăхăн тивĕçĕ пулмалла, – палăртрĕ вăл ятарлă мероприятисене çÿллĕ шайра ирттерме сĕнсе хăварнă май.

Уяв темине районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Евгения Михайлова малалла тăсрĕ, общество ĕçĕнчи хастарсене республикăри организацин Тав çырăвĕсене парса чысларĕ. Вĕсем – Нина Борисова, Зинаида Яковлева, Серафима Терентьева, Людмила Горшкова /Елчĕк/, Людмила Горшкова /Аслă Елчĕк/. Чунпа çамрăкскерсем паян та хĕрарăмсен, пенсионерсен юхăмне малалла аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Çанталăк сивĕ енне сулăнни самаях сисĕнме пуçларĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем кĕркуннехи-хĕллехи ăшăтмалли тапхăра кашни çулах яваплăха туйса хатĕрленеççĕ пулсан, хăш-пĕр культура çурчĕсен пуçлăхĕсем халĕ те «вăранман-ха». Хатĕрленÿ ĕçĕсене кĕркунне мар, çуркуннех тытăнмалла. Ытти объектсенче пĕтĕм ыйтăва ăнăçлă татса панă – хĕл хăратмĕ. Çакна район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров информацийĕнчен пĕлтĕмĕр.

Çулталăк вĕçленсе пынă май, налук ыйтăвĕ çине-çинех çĕкленет канашлусенче. Хальхинче те çавах, мĕншĕн тесен вырăнсенче ĕçлесе çитерейменни курăнать-ха. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем хăйсен отчечĕсенче ытларах çитменлĕхсен сăлтавĕсене шырани палăрчĕ. Сăлтавĕсене мар, майĕсене шырамалла.

Канашлура тăтăшах калаçтаракан проблема – йăлари хытă каяшсене пухасси тĕп вырăнта пулчĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикипех, çав шутра пирĕн район та, çÿп-çапа пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ. Ку тĕлĕшпе регион операторĕ – «МВК «Экоцентр» сахал яваплă общество. Пирĕн тăрăхра тÿрреммĕн ăна пăхăнса тăракан Канашри «Экология» ООО ĕçлĕ. Унăн сотрудникĕ Виталий Жураев палăртнă тăрăх, çын пуçне çулталăкра 2,02 кубла метр каяш пухăнассине тĕпе хунă. Пĕр кубла метрĕ 442,22 тенкĕпе танлашĕ. Çын пуçне малашне пĕр уйăхра 74,44 тенкĕ тÿлеме тивĕ. Эппин, хваттерте е çуртра пурăнакан çынсен шутне кура. Коммуналлă хуçалăхри каяшсем пухăннин нормативне Чăваш Республикин Строительство министерствин 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 03Ÿ1-03Ÿ1012-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Регион операторĕ хваттерсемпе çуртсен хуçисемпе килĕшÿсем йĕркелĕ. Тĕп улшăну – шăпах çакă. Çак тÿлев хваттер тÿлевĕн квитанцийĕнчен тухать, вăл малашне коммуналлă тÿлев шутланĕ. Укçана регион операторне куçарса пама пуçлăпăр.

Елчĕк ялĕнче çÿп-çапа халĕчченхи пекех палăртнă кунсенче, вăхăтсенче «Экология» сахал яваплă обществăн «КАМАЗ» автомашинисемпе турттарĕç. Асăннă организациех турттару ĕçĕсене кашни эрнере маларах çирĕплетнĕ кунсенче ял тăрăхĕсенче те пурнăçлĕ.
Çĕнĕлĕхе эпир час-часах йывăрлăхпа йышăнатпăр. Анчах тасалăхпа, тирпейлĕхпе çыхăннă ĕçсене кашниех ăнланма тивĕç. Вăл – хамăршăн, пуласлăхшăн.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче районта командăпа штаб вĕренĕвĕсем иртеççĕ. Леонард Левый яваплă кашни организаци ертÿçине хатĕрленÿ мероприятийĕсене тĕплĕн йĕркелемеллине палăртса хăварчĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code