Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн каччăсем – команда йышĕнче

Пирĕн каччăсем – команда йышĕнче

Сентябрь уйăхĕнче Евпаторинче /Крым/ яшсемпе хĕрсен хушшинче полиатлон енĕпе Тĕнче чемпионачĕ тата Тĕнче кубокĕн 1-мĕш тапхăрĕ иртнĕ.Унта 19 çĕршыв спортсменĕ хутшăннă.

Чăваш Республикин чысне асăннă ăмăртура Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн команди хÿтĕленĕ, спорт клубĕсен командисем хушшинче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Команда йышĕнче Елчĕк каччисем те пур. А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн воспитанникĕсем – полиатлон енĕпе спорт мастерĕ Алексей Леонтьев /Елчĕк/, спорт мастерĕн кандидачĕ Александр Игнатьев /Тÿскел/ ăнăçлă ăмăртнă. Алексей уйрăм зачетра бронза çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code