Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачаран ỹкерме юратать

Ачаран ỹкерме юратать

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Герман Мурзакаевăн хальхи вăхăтра пĕр пушă вăхăт та çук. Часах патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем пуçланаççĕ, обязательнăй экзаменсене хатĕрленнисĕр пуçне хăй суйласа илнĕ предметсене те тепĕр хут «шĕкĕлчемелле». Çамрăкăн ĕмĕчĕ çунатлă _ юратнă профессипе аслă пĕлỹ илесси. ППЭ лайăх тытсан Хусан хулинех вĕренме каясшăн.

Герман шкулта «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕренет. Шкулти, районти, регионти тĕрлĕ конкурссенчен, наукăпа практика конференцийĕсенчен те пăрăнмасть. Апрель уйăхĕнче хăйсен йăх-несĕл историне çырса республикăри «EXCELSIOR-2018» конференци-фестивале хутшăнчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех Герман Пĕтĕм Раççейри вĕренỹ программин «Городская среда-территория развития» проектра çĕнтерỹçĕ дипломне тивĕçрĕ, Анапăра канса килчĕ. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче республикăри «Асамат кĕперĕ» конференцирен те çĕнтерỹпе таврăнчĕ вăл.

11 çул хушшинче Германăн вĕренỹре, тĕрлĕ конкурсра тунă ỹсĕмсемшĕн панă Хисеп хучĕсемпе дипломсем йышлă. Уйрăмах ỹкерме юратнăран Елчĕкри искусство шкулĕн ỹнер класне лайăх паллăсемпе пĕтерчĕ. Ỹкерес ăсталăхне ỹстерсе районти, республикăри, Пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссен вун-вун çĕнтерỹçи вăл. Унăн картинисенчен тăван шкулта курав та йĕркеленĕ.

Ỹкерес талант йăхранах куçнă пулĕ ăна. Унăн ват аслашшĕ Андрей Ильич Мурзакаев хăй тĕллĕн вĕреннĕ ỹнерçĕ пулнă. Хăй вăхăтĕнче Ленин портретне те ỹкернĕ вăл.

Герман кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

— Республика Пуçлăхĕ ачасем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарччăр тесе тăрăшни пире питĕ савăнтарать. Çĕршыв пуласлăхĕ çамрăксен аллинче. Çавăнпа та çĕршывшăн усăллă çын пуласчĕ, — тет вунпĕрмĕш класс вĕренекенĕ.

Çунатлă ĕмĕчĕсене пурнăçлама, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытма сунатпăр ăна.

Сăн ỹкерчĕкре: Г.Мурзакаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code