Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хура-шурне пайтах курнă

Хура-шурне пайтах курнă

Вăрçă çулĕсенчен, политика репрессийĕнчен шар курнисем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Вĕсенчен пĕри — 1936 çулта Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Патăрьел ялĕнче пурăнакан Георгий Тихонов.

Кушкăри Трофим Трофимовичпа Васса Степановна Тихоновсен çемйинче кун çути курнă вăл. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ мăшăр. Халĕ пĕр варта выртнăскерсенчен пĕри те пурăнмасть. Ачалăхĕ çăмăл пулман Георгийĕн. Çăкăр тар тăкмасăр сĕтел çине килменнине лайăх ăнланса ÿснĕ вăрçă нушине ачаллах туйнăскер.

— Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен таврăннă аттене тыткăнра пулнă тесе политикăри шухăшсемшĕн хĕсĕрленипе сăлтавласа инçете ăсатрĕç. Вĕлтĕрен, мăян ярса пĕçернĕ яшка хырăма «улталатчĕ» çеç. Тăраниччен çăкăр çисе курасчĕ текен ĕмĕт канăç памастчĕ. Атте аякра вăрман каснă çĕрте ĕçленĕ. Çĕр пÿртсенче пурăннăран, ĕçĕ йывăр пулнăран киле чирлесе таврăнчĕ. Нумаях пурăнаймарĕ, 4 ача çурма тăлăха тăрса юлтăмăр, — аса илет вăл ассăн сывланă май.

Ÿссе çитĕнсен Георгий пĕр çулхи юлташĕсемпе пĕрле çерем çĕрĕсене уçма та хутшăннă.

Шăпа ăна каярах Патăрьел ялĕнче тĕпленсе пурăнма пÿрнĕ. «Батыревское» пĕрлешÿре чылай çул механизаторта ĕçленĕ Георгий Трофимович.1976 çулта «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ята тивĕçнĕ. Ытти наградисем те пайтах.

Сăн ÿкерчĕкре: Георгий Тихонов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code