Пятница, Август 17, 2018
Главная > Образование > Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Ксения Агеевăна мĕн пĕчĕкренпех сцена çинче курма хăнăхнă. Чăваш халăх юррисене ăста юрлать вăл.

Хальхи вăхăтра çиччĕмĕш класра вĕренекен хĕр ача Елчĕкри искусство шкулĕнче хушма пĕлÿ илет, унта юрлас, ташлас ăсталăхне ÿстерет. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕренекен Ксения тăван ен историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе те интересленет, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Кăçал вăл Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Моя малая Родина» конкурса хутшăнчĕ. Проект хатĕрлеме ăна географи вĕрентекенĕ В.Тябукова пулăшрĕ.

Конкурс виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Ксюша регион шайĕнче «Живой символ малой родины» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Январь-март уйăхĕсенче иккĕмĕш тапхăрта тупăшрĕ. Финала тухнисем хăйсен проекчĕсене Мускавра хÿтĕленĕ. Ксюша унта Чăваш Енĕн символ йывăçне — йăмрана сăнласа панă ĕç тăратнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Ĕç управленийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ экологи проектĕнче К.Агеева 40 балран 34 пуçтарса тăван ен историне лайăх пĕлнине кăтартса панă, сертификат илме тивĕçнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: К.Агеева.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code