Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕхе ÿстермелле

Тимлĕхе ÿстермелле

Майăн 14-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче террора хирĕçле комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ — Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа комисси ларăвĕн секретарĕ Виталий Рыбкин сăмах илнĕ. Вăл Чăваш Республики 2014-2018 çулсем валли йышăннă терроризм идеологине хирĕç тăмалли комплекслă план районта мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарнă. Полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Карабурнашев массăллă мероприятисем вăхăтĕнче тата кулленхи пурнăçра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, террорла актсенчен асăрханас тата вĕсене сирсе ярас тĕллевпе мĕнлерех ĕçсем пурнăçлани пирки каласа кăтартнă. Уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан районти объектсене ?автомашинăсене горючипе тивĕçтерекен пунктсем тата ытти те/ терроризмран хÿтĕлесси те çивĕч ыйтусенчен пĕри. Яваплă çынсем вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тухса калаçнă, вĕренÿ объекчĕсене терроризмран сыхлас енĕпе пурнăçланакан ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Паянхи кун районта 22 вĕренÿ организацийĕ шутланать. Вĕсенче хурал, кăнтăрла пропуск режимне йĕркеленĕ, çавна май вĕренÿ учрежденине килекен кашни ют çынна регистрацилессине ĕçе кĕртнĕ. Шкулсене телефон çыхăнăвĕпе, пушар сигнализацийĕсемпе, пушар пулас пулсан халăха çакăн пирки тÿрех пĕлтермелли хатĕрсемпе, хăрушсăрлăха сирсе яракан службăсене васкавлă чĕнсе илмелли кнопкăсемпе тивĕçтернĕ. Умра экзаменсем, выпускниксен каçĕсем. Çак тапхăр уйрăмах тимлĕ пулма хистет. Ачасене каникул вăхăтĕнче тĕрлĕ инкекрен асăрхаттарасси пирки те асрах тытмалла.

Ларăва Николай Миллин пĕтĕмлетнĕ. Террористсем никама та хĕрхенменнине палăртнă май инкекрен асăрханас ĕçре районти кашни çыннăн тимлĕ пулмаллине, предприятисемпе организацисен ертÿçисен, предпринимательсен хăйсем çинче шутланса тăракан объектсене терроризмран хÿтĕлес ĕçре яваплăха туймаллине каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code