Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи ĕç — пĕтĕмпех хамăршăн

Пĕрлехи ĕç — пĕтĕмпех хамăршăн

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕнчи ыйтусене уçăмлатнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнине халалланă чаплăран та чаплă уява районта мĕнле йĕркелесе ирттерни çинчен оргкомитет председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый чарăнса тăчĕ, татăклă пĕтĕмлетÿсем турĕ. Уява халалланă мероприятисем малтанхи кунсенчен тытăнсах çÿллĕ шайра иртнĕ. Вĕсенчен пĕри — Раççей шайĕнче кăçалхипе 13-мĕш хут йĕркеленĕ, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче старт илнĕ «Георги хăйăвĕ — 2018» акци. Волонтерсем урама тухса Çĕнтерÿ символне — çулăмпа кĕл тĕслĕ лентăна тĕл пулакан çынсене валеçсе панă анчах мар, Георги хăйăвĕн пĕлтерĕшĕ, унпа тĕрĕс усă курмалли çинчен ăнлантарса панă. Георги хăйăвĕ икĕ тĕслĕ: хури — хăрушă вăрçа сăнлакан кĕл, тепри — сарă-хĕрлĕ — астăвăмăн ĕмĕрхи çулăмĕ. Сăмах май, Раççейре ăна патриотла акцисенчен чи анли тата тарăн пĕлтерĕшли тесе йышăннă. Унсăр пуçне, «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи хурал салтакĕ» акци — Тăван çĕршывăн аслă вăрçин «Священная война» гимнĕпе Çĕнтерÿ ялавĕн символне шкулран шкула куçарнă. Çитĕнекен ăру Аслă Çĕнтерÿ, унăн пĕлтерĕшĕ çинчен ăнланни — чи кирли.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин кунĕсем аякка кайса пыраççĕ, çĕнтерÿ салтакĕсен речĕ çулсерен сайралсах пырать пулин те, вăл çынсен чĕрисенче нихăçан та манăçа тухмасть. Мĕншĕн тесен паттăрсен ячĕ вилĕмсĕр. «Вилĕмсĕр полк» акци, пушшех, пурне те пĕрлештерчĕ. Хамăрăн çывăх çынсен — вăрçă паттăрĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене пĕрлехи колоннăра йăтса утни кашни çыннăн чун-чĕрине мăнаçлăх кÿрет. «Вилĕмсĕр полк» ят-сумĕ ÿссех пырĕ.

Парад вăхăтĕнче Елчĕкри Тĕп лапам территорийĕнче ретро автомобильсен колоннине хатĕрлеме пултарни те чыслă, сумлă. Хамăр ентешĕн — Юрий Миллинăн пуçарăвĕ пулнă çакă. «Газпром газораспределение Чебоксары» АО автотранспорт службин ертÿçин пархатарлă ĕçне уява хутшăнакансем те, паллах, тивĕçлĕ хак панă.

Леонард Левый ялсенче вăрçăра вилнисене асăнса лартнă кивелсе пыракан обелисксемпе стелăсене, предприятисемпе организацисен, суту-илÿ центрĕсен çурчĕсем çине вырнаçтарнă баннерсене уяв çитес умĕн анчах мар, вĕсене çĕнетес, улăштарас ĕçсене тăтăшах пурнăçласа пырасси пирки каланине те ертÿçĕсем тивĕçлипе йышăнасса пĕлсе тăратпăр. Мĕншĕн тесен çак ĕçсене пĕтĕмпех хамăршăн, хамăр ырлăхшăн тăватпăр-çке.

Республика шайĕнче иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн ятарлă шучĕ çине пирĕн районта пурăнакансем хальхи вăхăтра 197 пин тенкĕ ытла куçарни паллă. Пытармалли çук, иртнĕ çул вăл ытларах пулнă. Çав шутран, пысăкрах коллективсене илес пулсан, вĕренÿ учрежденийĕсен тÿпи — 44353 тенкĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен 50 пин тенкĕ пулнă. Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн пурнăçлакан çак пархатарлă ĕçе, шел пулин те, 16 ял хуçалăх предприятийĕнчен хальлĕхе 9-шĕ анчах хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем те, хăшĕ-пĕри ячĕшĕн тенĕ пек — 1 пин тенкĕ анчах укçа-тенкĕ куçарнине палăртмасăр иртсе кайма çуках. Марафон вĕçленмен-ха, юлнă вăхăтпа усă курса пурин те ырă ĕçе хутшăнма май пур. Пухăннă укçа-тенкĕ пĕтĕмпех каялла хамăр района — нумай ачаллă, йывăр çемьесенче ÿсекен ача-пăча валли эмел, кĕпе-тумтир, вĕренÿ хатĕрĕ туянма кайнине пĕлсе тăрар. Асăннă мероприятие пĕрлехи вăйпа хастаррăн хутшăнни те — хамăршăн.

Çуллахи шăрăх кунсем çывхарса пынă май пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнасси, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене шыв объекчĕсенче пулнă чухне тимлĕ, асăрхануллă пулма вĕрентесси пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин, «Елчĕк пасарĕ» ОООн финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ пирки пасар директорĕ Валентина Васильева каласа кăтартрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май тирпей-илем ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code