Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Олимпиадăра палăрнă

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Даниил Ловкин И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетĕнче иртнĕ олимпиадăна хутшăннă.

Куçăмлă тур 9-11-мĕш классенче тата колледжсемпе техникумсенче вĕренекенсем хушшинче иртнĕ. «Чăваш Ен машиностроенийĕн шанчăкĕ» олимпиадăна 248 çамрăк хутшăннă. Даниил – олимпиадăн 3-мĕш призерĕ.

Вăрăм ĕмĕрлисем

Районта нумай çул пурăнакансене пысăк тимлĕх уйăраççĕ, савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ.

90, 95, 100 çул тултаракансене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам открыткисене парасси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçалхи юбилярсен списокне Кавалта пурăнакан, «Победа» колхозăн хисеплĕ колхозници Александра Федорова, Элекçей Тимешри Геннадий Алексеев ĕç ветеранĕ уçнă. Вĕсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Георгий Зайцевпа Алина Смирнова, ачисемпе тăванĕсем ăшшăн саламланă. Ялсенчи хисеплĕ ватăсем хăйсене сума сунипе питĕ кăмăллă.

Библиотекăсенче – пĕрремĕш вулакансем

Курнавăш ял тăрăхĕнчи вулавăшсем çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕсенчех кĕнеке тусĕсене хăйсем патĕнчи куравсене йыхравланă.

Курнавăшри Татьяна Васильева, Çĕнĕ Пăвари Настя Смирнова шкул ачисем, Вырăскассинчи Алексей Лакачов учитель библиотекăсен пĕрремĕш вулаканĕсем пулса тăнă.

Библиотекарьсем вулакансене çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă, викторина ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code