Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акар йыттисен питомникне — 15 çул

Акар йыттисен питомникне — 15 çул

Лаш Таяпари акар йыттисен питомникне Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унта хамăр тăрăхра пурăнакансем кăна мар, кỹршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчи туристсем те тăтăшах килсе çỹреççĕ. Ют çĕршыв çыннисене те Лаш Таяпасен питомникĕ кăсăклантарать.

Акар йыттисен питомникĕпе «Кашкăр йăви» хăна çуртне уçнăранпа 15 çул çитнине паллă тума Лаш Таяпана республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчи, кỹршĕ регионсенчи хăнасем йышлăн килсе çитнĕ. Уяв Трифон çветтуй (сунарçăсен хỹтĕлевçи) ячĕпе ирттернĕ кĕлĕрен пуçланнă. Унтан çĕнĕрен уçăлнă «Упа йăвине» тата чансене Турă шывĕпе сапса тасатнă.

15 çул хушшинче питомник Лаш Таяпасен чи илемлĕ вырăнĕсенчен пĕри пулса тăнă. Юлашки çулсенче кăна питомнике пырса кĕнĕ çĕрте часавай, ача-пăча вылямалли площадка туса лартнă. Леонид Князев территори илемĕшĕн те тăрăшать.

Кунта йытă вольерĕсемпе хуçалăх комплексне лайăх йĕркеленĕ, вĕсене сăрласа çĕнетнĕ, эрешленĕ. Йытăсемсĕр пуçне кунта ытти чĕр чунсем те тытаççĕ. Туристсем кашкăрсемпе, лашасемпе, хир сыснисемпе, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕкпе, фазансемпе кăсăкланса паллашаççĕ.

Хăна çурчĕ те хăйне евĕрлĕ илемлĕ те хăтлă. Кунта инçетрен килнĕ сунарçăсене канма, ухутана çỹреме мĕнпур услови пур. Пỹлĕмĕсем ăшă та çутă, тирпейлĕ, апат хатĕрлеме газ плити кăна мар, кăмака та вырнаçтарнă. Çавăн пекех сиплĕ мунча валли милĕк нумай хатĕрленĕ.

Туристсене этнографи кĕтесĕ те тыткăна илет. Авалхи япаласемпе çав тери пуян вăл.

Питомнике йĕркелесе ярса тытса пыракан Леонид Князев пухăннисене питомник историйĕпе паллаштарнă. Ỹркенмен биолог, ăста сунарçă, пултаруллă йĕркелỹçĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки нумай каласа пама пултарать. Кашни япала, экспонат, чĕр чун уншăн хаклă та çывăх. Ырă та çирĕп йăла пур унăн: çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе пурăнаканскер тăтăшах çĕнĕлĕхсем шырать, вĕсене ĕçе кĕртет. Çакăн пек илеме тăван ене, çут çанталăкпа чĕр чунсене юратакан çын кăна йĕркелеме пултарни каламасăрах паллă. Хăнасем Леонид Васильевич пысăк чун-чĕреллĕ çын пулнине палăртнă, уяв ячĕпе саламласа парнесем парса чысланă. Мускавран килнĕ хăнасем çакăн пек ăшă тĕл пулу часах асран тухманнине пĕлтернĕ, уявра савăнма тỹр килнĕшĕн тав тунă.

Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Павлов, ял старости В.Яковлев, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Ульяновск облаçĕн Халăх фрончĕн ертỹçи Олег Мустаев, «Победа» ООО ертỹçи, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Головин, Леонид Григорьев, Вадим Чернов уйрăм предпринимательсем тата ыттисем республикăри акар йыттисен питомникĕн ертỹçине саламланă, ăнăçусем суннă.

Уявра Лаш Таяпари культура çурчĕ çумĕнчи «Сударушки» фольклор ушкăнĕ чăваш, вырăс юррисене шăрантарнă. «Кум да кума» вокал ансамблĕн, чăваш эстрада çăлтăрĕн Юрий Кашкăрăн юррисем те ял çыннисемпе туристсен, хăнасен кăмăлне тата çĕклентернĕ.

А.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code