Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Тĕл пулусемпе халăх кăмăллă юлчĕ

Тĕл пулусемпе халăх кăмăллă юлчĕ

 Май уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май Чăваш Енри влаç органĕсен ертỹçисемпе представителĕсем районсемпе хуласенчи ĕç коллективĕсене çитсе халăхпа курнăçнă. Пирĕн районта çак кун ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина тата Федерацин потребилельсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хỹтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ — Чăваш Республикин граждан тăрăмĕн акчĕсен уйрăмĕн начальникĕ Алексей Вязов пулчĕç. Чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа курнăçнă хыççăн вĕсем Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенчи активсемпе тĕл пулчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусене — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2018 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи «О национальных целях и стратегических задачах развития Российской Федерации на период до 2024 года» указне тишкересси, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен тата çамрăксен канăвне тĕрĕс йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси, вĕсене ĕçпе тивĕçтересси, çурхи ака ĕçĕсене тата Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен коммуналлă пулăшусемшĕн тивекен тỹлевĕн 2018 çулта улшăннă çĕнĕ виçине тишкересси — пăхса тухнă май ертỹçĕсем сăмахĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕç. Тавралăха тирпей-илем кĕртес, аслă çулсен хĕррисене, масарсене тирпейлес, пушартан сыхă тăрас тата пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнас, шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас темăсем те çивĕччисен йышĕнче пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунне районтан хутшăннă ертỹçĕсем халăхпа тĕл пулнă май маларах асăннă ыйтусем тавра районта мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартрĕç. Тĕлпулсемпе халăх кăмăллă юлчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code