Çуллахи вăхăтра велосипед çула тухмалли меллĕ хатĕр.
Çавăнпа та çак тапхăрта велосипед çухалнă тĕслĕхсем йышланаççĕ. Сăлтавĕ — «тимĕр утсен» хуçисем тимсĕр пулнинче. Граждансем çак транспорт хатĕрне час-часах лавкка, кафе, тĕрлĕ предприяти-организаци умне тăратса хăвараççĕ те — велосипед хăйсем тухиччен «ураланать» те. Дачăсенчен, çурт подъезчĕсен умĕсенчен те вăрлаççĕ вĕсене.
Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, хăйсен пурлăхĕшĕн яваплăха туйма, транспорт хатĕрне никамсăр пăрахса хăварасран асăрханма ыйтаççĕ. Енчен те çывăхра паллакан çынсем пулмасан вĕсене ятарлă çăрасемпе тимĕр картасем çумне çирĕплетсе е видеосăнавсен умне хăварма тăрăшăр. Пурлăха упрăр, çухалсан ăна каялла тавăрасси иккĕленÿллĕ.
Э.НИКОНОВ,
полицин районти пайĕн начальникĕн çумĕ.