Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 57 çул пĕрле

57 çул пĕрле

Шăкăл-шăкăл калаçса пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса туслă пурăнакан, кил ăшшине ĕмĕр тăршшĕпех тытса пырса ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерекен çемьесем — ял илемĕ.

Патреккелĕнче пурăнакан Луиза Аркадьевнăпа Леонид Ильич Дозоровсем пурнăçăн сукмакĕпе пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса 57 çул утăмлаççĕ. Пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем, пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ ачисем тăван килтен вĕçсе тухса кайса тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче вырăн тупнă, Светлана хĕрĕ анчах çемйипе ялта пурăнать. Паянхи кун ватăсем кил-çуртра иккĕшех кĕштĕртетеççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем вĕсемшĕн ялан кĕтнĕ хăнасем.

Леонид Дозоров 1933 çулта апрелĕн 6-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăл 8 çул тултарсан Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă. Ашшĕне вăрçа илсе кайсан амăшĕ 5 ачапа тăрса юлнă. Вăл вăхăтри йывăрлăх Леня хулпуççийĕ çине те тиеннĕ — кил-çуртра аслисене пулăшнисĕр пуçне колхоз ĕçне пурнăçлама та хутшăннă.

1953 çулта октябрĕн 18-мĕшĕнче Леонидăн çара кайма ят тухнă, 3 çул Молдавире службăра тăнă. Служба вăхăчĕ вĕçленессе тÿсĕмсĕррĕн кĕтнĕ салтаксем килĕсене кайма пĕр кун юлсан хавас кăмăлпа чăматанĕсене пуçтарнă. Анчах та çĕрле 12 сехетре тревогăпа вăранса кайнă. Кĕске вăхăтра 30 салтака пĕр ушкăна уйăрса ?вăл шутра Л.Дозорова та/ çĕр варринчех автомашинăсем çине лартса çула тухнă. Ăçта илсе кайнине салтаксем хăйсем те пĕлмен. Вырăна çитсен йĕри-тавра тĕтĕм, çулăм тăнине асăрханă — тинех Венгри хирĕç тăрăвне илсе килни пирки хыпарланă каччăсене. 1957 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче анчах тăван яла таврăннă Леонид Ильич.

Яла таврăнсан Леонид Дозоров пĕр ял хĕрĕпе Луиза Можаевăпа çемье çавăрнă.

Хальхи вăхăтра 8 мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ Дозоровсем.

Е.КРЫЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Людмилăпа Леонид Дозоровсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code