Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренÿ тытăмĕнче — хĕрÿ тапхăр

Вĕренÿ тытăмĕнче — хĕрÿ тапхăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

Леонард Левый чи малтанах Курнавăш ял тăрăхĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе — Алексей Мартышкинпа паллаштарчĕ, çĕнĕ ĕçре ăна ăнăçусем сунчĕ. Сăмах май, Алексей Герасимович нумай çул шкул тытăмĕнче вăй хунă, обществăлла ĕçсен хастарĕ те вăл.

11 тата 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен халĕ хĕрÿ тапхăр: патшалăх экзаменĕсене тытмалла. Районти 192 вĕренекен майăн 25-мĕшĕнчен тытăнса тĕп патшалăх, 112 вĕренекен майăн 28-мĕшĕнче патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене пама хатĕрленет. Паян вара — майăн 23-мĕшĕнче районти пур шкулта та вĕренÿ çулталăкĕнчи юлашки шăнкăрав янăрать.

Вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ районти вĕренекенсем кашни çул темиçе тапхăрпа иртекен предметсен олимпиадисенчи çитĕнĕвĕсем пирки те уйрăммăн чарăнса тăмасăр иртме пултараймарĕ. Мĕншĕн тесен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен районти, регионри тапхăрĕсене хутшăнса чи пысăк кăтартусемпе палăрнă, çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕме тивĕçлĕ пулнă вĕренекенсен хисепĕ кашни çул ÿссех пырать. Çапла майпа, пĕр-пĕрин хавалĕ ачасене тĕрлĕ предметпа иртекен олимпиадăсенче хастаррăн та çивĕччĕн тупăшма хистет. Унсăр пуçне, районти вĕренекенсем юлашки çулсенче пĕрин хыççăн тепри Раççей шайĕнчи — çĕршыври тĕрлĕ хулара иртекен олимпиадăсене хутшăнса тăван республика чысне тивĕçлипе хÿтĕлеме пултарнине, пушшех, чăн-чăн пысăк ăнăçу тата çитĕнÿ тесе хакламалла. 2017-2018 çулхи вĕренÿ çулĕнче те районти икĕ вĕренекен — Даниил Козловпа /Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ/ Андрей Данилов /Елчĕк шкулĕ/ олимпиадăсен Раççей шайĕнчи тапхăрĕнче призерсем пулса тăнă. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе тата призерĕсемпе иртнĕ эрнекун шăпах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă. Паллах, унта çак арçын ачасем те хăйсен вĕрентекенĕсемпе — Олег Осиповпа тата Сергей Долговпа пĕрле хутшăнма тивĕçнĕ.

Вĕренÿ тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарнă май, иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисен районти финалне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерес ĕçре пысăк тÿпе хывнă хастарсене палăртма, чыслама та шăпах меллĕ пулчĕ. Вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсем — Фаина Цыганова район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине, Алина Воробьевăпа Надежда Мешкова район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçлĕ пулнине пĕлтĕмĕр. Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче вырнаçнă лагере шывпа тата ытти кирлĕ хатĕрпе тивĕçтерессине чăрмавсăр йĕркелеме пулăшнă ял тăрăхĕн пуçлăхне Валерий Петрова та — уйрăм тав сăмахĕ.

10-мĕш класран вĕренсе тухакан арçын ачасене çар ĕçне хатĕрлес тĕлĕшпе кашни çулах вĕренÿ иртет. Çапла майпа кăçал çамрăк салтаксен 5 кунлăха çирĕплетнĕ пĕтĕм курсĕ витĕр 45 яш-кĕрĕм тухмалла.

Çуллахи тапхăрти тепĕр пысăк ĕç вăл — ачасен канăвне тĕрлĕ енлĕ тата тивĕçлĕ шайра йĕркелесси. Çитес кунсенчех шкул çумĕнчи лагерьсен алăкĕсем яриех уçăлмалла. Вĕсенче йышлă ача-пăча канма тата хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетме пултарĕ, унсăр пуçне, вĕсене хула тулашĕнчи сывлăх лагерĕсем те кĕтеççĕ. Ачасене каникул вăхăтĕнче кирлĕ пек канма тата сывлăхĕсене тĕреклетме пулăшас тĕллевпе патшалăх укçи-тенкине те кашни çул çителĕклех уйăрать.

Вĕренÿ çулталăкĕ вĕçленсе пынă май районти шкулсенче юсав ĕçĕсене пурнăçласси çинчен те шухăшламалла. Кăçал Çĕнĕ Пăвари тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе спортзалсене юсама палăртнă.

Уй-хирти ĕçсем пирки район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, ултавçăсем тĕрлĕ майсемпе усă курса тÿрĕ кăмăллă çынсен банк карттисенчи укçа-тенке вăрланин тĕслĕхĕсем, вĕсенчен епле сыхланасси пирки Елчĕкри полици уйрăмĕн ертÿçи Алексей Алексеев каласа кăтартрĕç.

Леонард Левый канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, çак эрнере иртекен çимĕк уявĕсем çитиччен ялсенчи масарсене, вĕсен таврашĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртесси пирки чарăнса тăчĕ. «Масар — чи таса, сăваплă вырăн. Вĕсем уяв кунĕнче анчах мар, яланах тирпейлĕ пулччăр», — терĕ вăл. Унсăр пуçне, çак кунсенче транспорт хатĕрĕсем вырăнтан-вырăна ытла нумаййăн куçнăран, хăрушсăрлăх тĕлĕшпе йĕрке тăвасси те тĕп вырăнта пулмалла. Çакна шута илсе полици пайĕн сотрудникĕсене те сыхă пулма ыйтса каларĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code