Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Гран-при — «Кумсенче»

Гран-при — «Кумсенче»

Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Ритмы Чувашии» эстрада музыкине шăрантаракансен конкурс-фестивалĕ иртрĕ.

Республикăри тĕрлĕ хулапа ялтан чи пултаруллă эстрада ушкăнĕсем тата юрăçсем килсе çитрĕç унта. Елчĕксем те аякка пăрăнса юлмарĕç. Сергей Баранов «Çуркунне», Лилияпа Иван Шурбинсем хăйсем çырнă «Асаилÿсем», «Кумсем» ушкăн В.Захаровпа И.Шурбин çырнă «Купăса тăсса ярсассăн» юрăсене янраттарчĕç. Пĕр интереслĕ самант: «Купăса тăсса ярсассăн» юрра шăрантарнă хыççăн жюри членĕсем тепĕр хут, инструментсемсĕр, юрлама ыйтрĕç /фонограммăпа юрлаççĕ тесе шутларĕç пулмалла/. Ку вара куракансене тата жюрине, тепĕр хут нимсĕр юрланă хыççăн, ура çине тăрсах тăвăллăн алă çупма, «Браво!» тесе кăшкăрма хистерĕ. Маттурах çав вĕсем — Сергей Баранов тата Шурбинсемпе Архиповсем. Ахальтен мар «Эстрада вокалĕ» номинацире Сергей виççĕмĕш, «Кумсем» ушкăн вара… Гран-при! илме тивĕç пулчĕç.

Июнĕн 27-мĕшĕнче «Кумсем» ушкăн Чăваш Республикин чысне хÿтĕлеме Саранск хулине кайĕ.

А.ИВАНОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: çĕнтерÿçĕсемпе призера чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code