Кун-çул парнеленĕ çынсемшĕн — атте-аннешĕн — тĕпренчĕкĕ ырă-сывă, ăслă-тăнлă çитĕнни пысăк телей.
Ачасен аталанăвĕ пирки сăмах пуçлас пулсан, вĕсен ÿт-пĕвĕпе ăс-хакăлĕ, кăмăл-туйăмĕ шăпах шкул çулне çитиччен аталанать. Ачасемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ самантра ашшĕ-амăшĕ хывакан тÿпе питĕ пысăк. Пĕчĕк граждансен воспитанийĕ çемьерен пуçланать те.
Анчах та чи пирвайхи социаллă опыта пĕчĕкскерсем шăпах ача садĕнче илеççĕ. Воспитательсем тăрăшнипе вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнма хăнăхаççĕ, çут çанталăка юратма, хăй тĕллĕнлĕхе вĕренеççĕ. Чăвашстат специалисчĕсем республикăри шкул çулне çитичченхи ачасен учрежденийĕсем иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Чăваш Енре шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен 561 организаци шутланса тăрать. Ача сачĕсене 77 пин /40 пин арçын ача тата 37 пин хĕр ача/ çÿрет, вĕсенчен 64,2 пинĕ /83 процент/ 3 çул тултарнисем тата унтан аслăраххисем. Çакна та палăртмалла: хуласенче — 217 организаци /57 пин воспитанник/, ялсенче вĕсен шучĕ — 344 /20 пин воспитанник/.
Тĕпренчĕкĕсене ача садне вырнаçтарсан ашшĕ-амăшĕ унта тăрăшакансен опычĕпе ăсталăхĕ çине шанать. Пĕлтĕр ку сферăра пурĕ 6,2 пин педагог тăрăшнă, вĕсенчен 75 проценчĕ хуласенче ĕçленĕ. Ытларахăшĕ — 30-54 çулта. Çамрăксем те пур, анчах питĕ сахаллăн — 14 процент кăна. Педагогсенчен чылайăшĕ аслă пĕлÿллĕ /61 процент/, ытти 35 проценчĕ — вăтам професси илнĕскерсем. Нумайăшĕ /50 проценчĕ/ шăпăрлансемпе 20 çула яхăн ĕçлет.
Паллах, ача-пăчана тĕрĕс воспитани парас тата вĕсен сывлăхне сыхлас, аталанма пулăшас тесен тĕрлĕрен факторсене шута илмелле. Сăмахран, ача сачĕн пурлăхпа техника никĕсĕ мĕнле-ши; Организацисенче харпăр хăйĕн компьютерĕсем пур, интернетпа çăмăллăн усă кураççĕ. Республикăри 305 ача садĕнче музыка, 175-ĕшĕнче физкультура залĕсем пур. 31 ача садне çÿрекен пепкесен бассейнра ишме майсем пур. 6 организацире хĕллехи сад ешерет.
Шкул çулне çитиччен илнĕ пĕлÿ — пуласлăх уççи. Вăлах ачасен малашлăхĕнчи ăнăçăвăн пирвайхи çирĕп никĕсĕ, «пĕрремĕш университечĕ».
ЧĂВАШСТАТ.