Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бизнеса — анлă çул

Бизнеса — анлă çул

Районти предпринимательсем муниципалитет экономикине çирĕплетессинче çулсерен тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен, вĕсенче ĕçлекен çынсен йышĕ ÿссе пыни çинчен, пушшех, савăнса каласа кăтартатпăр.

Хальхи вăхăтра пирĕн районта пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 578 субъекчĕ /вăл шутра 96 пĕчĕк тата вăтам предприяти/ тата 482 уйрăм предприниматель шутланать. Кăçал çак вăхăтчен 45 уйрăм предпринимателе регистрациленĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предприятисен 33 проценчĕ суту-илÿпе обществăлла апатлану тытăмĕнче хăйсен вырăнне тупнă. Вĕсен пысăк пайĕ çак тытăмра вăй хунине вĕсен пулăшăвне потребительсем ыйтнипе, бизнеса хывакан укçа хăвăрт таврăннипе ăнлантармалла. Апла пулин те экономикăн тĕп секторĕ — ял хуçалăхĕ, тесе шутлатпăр. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем ял хуçалăхĕнче — 28, продукцие ĕçлесе хатĕрлекен производствăра — 23, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăра — 10, строительствăра 6 процент йышăнаççĕ.

Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне предпринимательсем хăйсем туса илнĕ таварсене вăйра тăракан хаксемпе илсен, пурĕ 407,6 миллион тенкĕлĕх /иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 23,2 процент ытларах/ сутнă. Пĕчĕк тата вăтам предприятисенче çак тапхăрта пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 15206 тенкĕпе /6,2 процент ытларах/ танлашнă.

Хальхи вăхăтра районта суту-илĕвĕн — 150, обществăлла апатланăвăн — 9, таварсене ушкăнпа туянакан 1 предприятийĕ ĕçлет. Халăха тÿлевлĕ пулăшусем парассипе 22 предприятипе уйрăм предприниматель тимлет.

2018 çулта потребительсен рынокĕнче 3 объект /«Свежее мясо», «Семена» тата «Мясной» киосксем/ хута кайнă.

М.ПАВЛОВА,
район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code