Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывлăх сыхлавĕн пункчĕ

Сывлăх сыхлавĕн пункчĕ

«Шкул медицини», «Сывă куç» федераци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ачасем çамрăкранах тĕл пулакан куç чирĕсенчен асăрханас тата вĕсене кая юлмасăр сиплес тĕлĕшпе сывлăх сыхлавĕн пункчĕ уçăлнă.

Çĕнĕ йышши офтальмологи оборудованийĕсемпе — «Визотроник», «Ручеек» аппаратсемпе тата «Лазервижн» куçлăх-тренажерпа усă курса профилактика сиплевĕсене ирттерме тытăннă. Районти тĕп больницăри Алевтина Ястребова офтальмолог-тухтăр тата шкулти медицина сестри Ирина Маленькая малтан аслă классенче вĕренекенсен куçĕсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ тата сипленĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче кĕçĕн классенчи ачасен куçĕсене тĕрĕслеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code