Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисепе тивĕç тухтăр

Хисепе тивĕç тухтăр

Нумай çул хушши район больницинче терапевт тухтăр пулса ĕçлет Вера Алексеевна Лапшина.

Малтанхи вăхăтра вăл стационарта выртакан чирлĕ çынсене сиплетчĕ. Хальхи вăхăтра участок врачĕнче тăрăшать. Хăйне çирĕплетсе панă ялсенчен пыракан чирлĕ çынсене поликлиникăра та, ялсене кайса çÿремелли палăртнă кунсенче фельдшерпа акушер пунктĕнче те йышăнать. Ватă çынсемшĕн питĕ меллĕ ку. Вĕсене район больницине кайса çÿреме çăмăлах мар тата ватлăхра килтен тухса çÿресех те килмест.

Акă, нумаях пулмасть Таяпа Энтринче фельдшер пунктне Вера Алексеевна килнĕ тесе пĕлтерчĕç. Ватăсем хаваспах асфальтлă çулпа врач патне кăштăртатса çитрĕмĕр. Юлашки вăхăтра нумай пенсионер юн пусăмĕ хăпарнипе аптăрать. Вера Алексеевна кашнине тĕплĕ тĕрĕслет. Юн пусăмне йĕркелесе тăма тĕрлĕ эмелсем çырса парать.

Вера Лапшина чир-чĕр çаклансан мăшăрăма та пĕрре мар пулăшрĕ. Вăл ырă кăмăллă, нихăçан та чирлĕ çынна сивĕ сăмах каламасть пулĕ. Лăпкă кăна сăмахласа чиртен мĕнле, мĕнпе сипленмеллине ăнлантарса парать.

Районти поликлиникăра Вера Лапшина тухтăрăн сăн ÿкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Чăннипех хисепе тивĕçлĕ вăл. Ял çыннисем пурте сума сăваççĕ ăна.

О.МИРОНОВА,
педагог-ветеран.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code