Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăтăмлă, пултаруллă, хăюллă

Чăтăмлă, пултаруллă, хăюллă

… Ашшĕ сасартăк вилни çинчен илтсен Галя-студент пĕр вăхăт нимĕн тума та пĕлмерĕ. Мĕншĕн тесен çав хура хыпара унăн ниепле те ĕненес килмерĕ. Ара, хĕр хулана килнĕ чухне вăл чип-чиперех çÿретчĕ, нимĕн ыратни çинчен те каламастчĕ-çке! Çитменнине кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек ĕçреччĕ. Нумаях пулмасть вĕр çĕнĕ çăмăл машина панăччĕ те чирлĕ выльăхсене çăлма е сиплеме час-часах лечебница территорийĕнчен чылай аякра вырнаçнă Тутарстанри Мăкăра, Лащăпуçне, Энтукана е Исеккелне те çитетчĕ.

— Атте вилсен хама çунаттисем хуçăлнă вĕçен кайăк пекех туйрăм, — аса илет Галина Пантелеймоновна. — Апла пулин те хулара пурăнакан Женя аппапа йысна, çывăх туссем яланах юнашар пулни нумай чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх кÿчĕç.

…Вăл Шăмăршă районĕнчи Шамкайра çуралнă, Тĕмерте тата Лаш Таяпара ÿснĕ. Анчах темшĕн вĕсем /виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл/ ашшĕне “папа” тесе чĕннĕ. Кунта темиçе çул ирçе ялĕнче пурăнни те кăштах витĕм кÿнĕ пулĕ. Паян та, хăйсем самай çулланнă пулсан та, ăна яланах çемьере çирĕпленнĕ “папа” сăмахран пуçласа аса илеççĕ.

Князевсен йăли çапла пулнă: ача-пăчана пĕчĕккĕллех çынпа çын пек пулма вĕрентнĕ,ĕç патне туртăнма хăнăхтарнă. Галя та, ыттисем пекех, ултă-çичĕ класс пĕтерсенех чи малтан “колхозница” ята тивĕçнĕ.

Галина Пантелеймоновна, аслă пĕлÿ илнĕ хыççăнах, вăтăр çула яхăн, ачасене вĕрентнĕскер, ашшĕ-амăшĕпе юнашар яланах шкулти учительсене асăнать. Чи малтанах математикăна вĕрентнĕ К.Тимофеева унăн куçĕ умĕнче. Шăпах вăл, Клавдия Всеволодовна, ăна тĕрĕс наукăна алла илме те, вăтам шкул хыççăн Шупашкарта тинтерех кăна йĕркеленнĕ университетăн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕме хистенĕ.

Чи малтан хăй вĕреннĕ шкула вĕрентекен пулса пырса кĕнĕ, хăй аслăрах классенче пулнă чухне юнашар чупса çÿренĕ ачасене вĕрентме класа кĕрсе тăнă, пĕрремĕш урок ирттернĕ хумхануллă самантсем тахçанах хыçа юлнă ĕнтĕ. Пенсие тухни те пилĕк çул ытлашшипех. Апла пулин те кунта вăй хунă кашни тапхăр чунра тарăн йĕр хăварнă. Вăл ахаль учитель кăна пулманран, виçĕ çул директор çумĕ тата çичĕ çул шкул ертÿçин лавне те туртнăран пурнăç историйĕн чи пысăк сыпăкĕ пек тăрса юлать. Ертÿçĕ пулнă вăхăт шăпах тĕлсĕр реформăсен, халăхра “Пăнтăх” тесе ят панă тапхăра лекнĕрен уйрăмах тарăн йĕр хăварнă. Вĕрентекенсем пилĕкшер уйăх алла чĕрĕ укçа тытса курайманни вăл вăхăтри влаçа кăна мар, директора та намăс кÿретчĕ.

Пĕррехинче, хĕллехи шартлама сивĕре, Галина Пантелеймоновна Канашри топсбыта шкул валли çĕр кăмрăкĕ илме каять. Малтанах пуçлăха тепĕр тăватă уйăхран вăхăчĕ тухакан вексель тыттарать.

— Кунпа кăмрăк параймастăп, кайран ăçта вырнаçтарăп ăна, — тет лешĕ йĕрес патнех çитнĕ хĕрарăм-ертÿçе.

— Хуть те мĕн калăр та, эпĕ çитмĕл çухрăма хăваласа килнĕ машина çине кăмрăк тиемесĕр территорирен тухмастăп! — татса хурать Галина Пантелеймоновна.

— Ытла хытă, хĕрарăмла мар çирĕп каланăран хамран хам вăтанса кайрăм, — тесе палăртрĕ халĕ ун чухнехи шкул директорĕ. — Анчах кайран, тиевлĕ машинăпа топсбытран тухсан, пĕр савăннипе, пĕр хумханнипе ăшăмра ахăлтатса култăм. Çапах та руль умĕнче колхоз КАМАЗĕпе çÿрекен мăшăрăм Петя пулнăран, хама тан мар çапăçури çĕнтерÿçĕ пек туйрăм пулсан та /хĕрарăма ялан арçынсем вăйсăр çурри теме пăхаççĕ-çке!/, çав кун таçтан тапса тухнă хамăн пултарулăх çинчен пĕр сăмах та шарламарăм.

Çав çулсенче шкула колхозран арендăна илнĕ 22 гектар çĕр хăтарса хăварнă тесен те йăнăш пулмасть. Унта пахча çимĕçсĕр пуçне хура тул, çĕр улми, тулă тата ытти культурăсем те çитĕнтернĕ. Хура тулран Тутарстанри Пăва хулинче кĕрпе çуртарнă та ăна халăха сутса кăштах укçа тунă. Çĕр улмие Шупашкарти тĕрлĕ апат-çимĕç предприятийĕсене вырнаçтарса шкул валли вĕр çĕнĕ ГАЗ-3307 автомашина туяннă.

Тулă авăртса, унăн çăнăхне ял-ял тăрăх сутса çÿрени те Галина Теренинан куçĕ умĕнчен кайма пĕлмест. Кун пек чухне ăна Валентина Салмина повар нумай пулăшатчĕ. Вăл чăн-чăн сутуçăран, хальхилле каласан, усламçăран пĕрре те кая марччĕ. Тепĕр чухне пĕр кунрах лавĕ-лавĕпе тулă е çăнăх вырнаçтарса чылай укçа туса таврăнатчĕ. Ачасем пуçтарнă тимĕр-тăмăра леçсе Пăвари хатĕрлев пунктĕнчен витре, таз е ытти савăт-сапа кÿрсе килни /укçа паманнине пула/ тата вĕсене сутни те пулнă. Халĕ кулăшла пек туйăнать пулсан та çав “вак предпринимательлĕхе” чылай чухне вĕренекенсене те явăçтарма тÿр килнĕ.

Çав çĕр лаптăкех, паллă ĕнтĕ, учительсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те чăн-чăн ĕç шкулĕ те, хушма йывăрлăх та пулнă. Вĕсем мĕн акнине лайăх пăхса çитĕнтернĕ, пухса кĕртнĕ, тасатса тирпейленĕ. Учительсемпе аслă классенчи ачасем çĕрĕ-çĕрĕпе тырă тасатса кĕртни, канмалли кунсенче утă-улăм пуçтарни паян юмах пек туйăнать, анчах вăл — çав çулсенчи чăнлăх. Галина Пантелеймоновна, хăй те яланах хушма ĕç тăвакансемпе юнашар тар тăкнăскер, ĕçлекенсене хавхалантарма та пĕлнĕ. Кама кирлĕ — ăна тырăпа е ытти продукципе тивĕçтернĕ. Шкул столовăйĕнче ĕçлекен маларах асăннă Валентина Салминапа Лидия Бикулова тÿлевсĕр /мĕншĕн тесен чылай продукта хăйсем çитĕнтернĕ/ тутлă та техĕмлĕ апат хатĕрленипе пĕрлех коллектива çăкăрпа та /ăна та хăйсемех пĕçернĕ/ тивĕçтернĕ. Нуша хистенипех йĕркеленĕ буфетра та сахал мар тавар сутнă.

Çапах та хăюллă директор пăтрашуллă самана вăхăтĕнче те пуç усман, хăйсен вĕрентÿпе воспитанири пултарулăхĕпе тата производствăри /урăхла мĕнле калăн çĕр ĕçне?/ хастарлăхĕпе шкула сыхласа хăварма пулăшнăшăн чылайăшне тав тăвать, паян кун та пĕрле вăй хуракан ĕçтешĕсемпе тивĕçлипе мухтанать.

Техника таврашĕнче ĕçлекенсем те шкула пулăшас енĕпе питех те тавçăруллă пулнипе савăнать. Хуçалăх ĕçĕсене тытса пыракан тата юсавçă шутланнă Петр Теренин ăшăтакан системăн кивĕ хуранĕсене самантрах “саплама“ вĕренсе çитнĕ. Тепĕр ăста — Михаил Евдокимов — котельнăйне мĕнле те пулин сăлтавпа электроэнерги килме пăрахсан хăйĕн мотоциклне хута янă та унпа насуса ĕçлеттернĕ, çапла вара ăшăтакан системăри шыва пăрăхсем тăрăх хăвалаттарнă, шăнма паман.

Вăл вăхăтшăн çĕнĕлĕх мар пулсан та шкул самаях укçа тунине манаймасть пĕтĕм нушине хăйĕн чĕри витĕр кăларнă унчченхи ертÿçĕ. Ниçтан, никамран пулăшу илмесĕр, хăйсем ĕçлесе тунă мулпа туяннă вĕр çĕнĕ хуран паян кун та çут çанталăк газĕпе ĕçлеме майлаштарнă котельнăйĕнче саппасра ларать: кирек хăш самантра чĕртсе яр. Ачасемпе Шупашкара е Ульяновска экскурсисене кайма, хушма вĕренÿ пособийĕсем туянма та укçа хăйсемех тупнă.

Галина Пантелеймоновнăпа мăшăрĕ, пĕр шкулта вĕренсе ÿснĕ Петр Теренин /вăл вун-вун çул колхозра механизаторта тар тăкнă, халĕ предприниматель/ икĕ ача — хĕрпе ывăл — çитĕнтернĕ.

— Сисмесĕрех асанне çулне те çитрĕм! — савăнăçне пытараймасть тахçанах хăта-тăхлачăллă тата мăнуклă пулнă Галина Пантелеймоновна. Хăй çавăнтах хавхаланса юрлать-ташлать, шÿтлет. Пăхатăн та ун çине — Князевсен юнĕ вĕресе тăрать. Унăн ĕçлес пултарулăхĕ çав-çавах пысăк. Пенсире иккенне пăхмасăрах тăван шкулĕнче буфетчицăра тăрăшать. Тепĕр чух вак суту-илÿпе аппаланакан мăшăрне те кăмăлтанах пулăшать.

Хастар ĕçшĕн Г.Теренинăна пурте хисеплеççĕ. Ăна чылай хутчен малтан ял канашĕн, каярахпа ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Вăлах «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тата РСФСР Халăха вĕрентес ĕç министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Сăн ÿкерчĕкре: Г.Теренина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code