Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чикĕ хуралĕн çарĕ — 100 çулта

Чикĕ хуралĕн çарĕ — 100 çулта

Раççей Федерацийĕ нумай çĕршывпа ?пурĕ 18 çĕршыв/ чикĕленекен пĕртен-пĕр патшалăх. Çавна май хăйĕн территорине тата граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе çĕршывăн уйрăмах тимлĕ пулмалла. Талăкĕпех пĕр самант та асăрханулăха çухатмасăр Раççее сыхлакансем — пограничниксем.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1994 çулхи 1011 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн Пограничник кунне çулсерен çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Уява йĕркеленин тĕп тĕллевĕ — чикĕ çарĕсен мăнаçлăхне ÿстересси, паттăрсене чысласси, ырă тĕслĕхпе çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси.

Иртнĕ тунтикун Елчĕкри тĕп лапама тĕрлĕ çулсенче чикĕ çарĕсенче службăра тăнă пограничниксем пуçтарăнчĕç. Кăçал çак кун вĕсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ — Раççейре чикĕ хуралĕн çарĕсене йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Маларах, майăн 24-мĕшĕнче, районти пограничниксем çак уява халалласа тата паттăрсене сума суса Муравленко хулинче пурăнакан чикĕ хурал çарĕсен ветеранĕсем Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ «Ямалтан пуçласа Мускава çити» акципе килĕшÿллĕн Елчĕк çĕрĕ урлă иртнĕ авточупу участникĕсене чыслăн кĕтсе илсе ăсатса ячĕç.

Уяв ячĕпе ĕнерхи салтаксене районти пограничниксен «Чикĕ хуралĕнчи туслăх» общество организацийĕн председателĕ Владимир Кучков саламларĕ. Пограничниксене, Çĕнтерÿçĕ салтака халалланă палăксен умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн ветерансем Елчĕк шкулĕнчи кадет класĕсенче вĕренекенсен тата культура ĕçченĕсен концерчĕпе паллашрĕç. Салтак пăтти уява хутшăннисен чунĕсене ăшăтрĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code