Республикăри пĕр районта пурăнакан 31 çулхи арçынна ÇÇХПИ ĕçченне укçа-тенкĕ сĕннĕшĕн айăплаççĕ.
Арçын хăйĕн автомашинине пĕлĕшне шанса панă, лешĕ водитель удостоверенийĕ çук пулин те республика тăрăх ярăнма тухса кайма хăраман. Автомашина хуçи юнашар пулнă. Çул-йĕр патруль службин инспекторĕсем чарсан айăплавран пăрăнас тесе автомобиль хуçи 36 пин тенкĕ сĕннĕ, анчах та лешсем илме килĕшмен.
Хальхи вăхăтра следстви пырать.