Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыр кăмăллăх марафонне хутшăнар

Ыр кăмăллăх марафонне хутшăнар

Республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон старт илнĕ.

Ăна уçнă ятпа йĕркеленĕ мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Уяв химиксен хулинчи ачасен «Кванториум» технопаркĕнче иртнĕ. «Халăхăн авалхи йăлине — çынна май пур таран пурте пĕрле пулăшассине — малалла тăсни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Республикăри ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанччăр тесе кăна мар, вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тăрăшатпăр. Пĕрлехи ĕçсем пире палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшĕç. Ыр кăмăллăх ĕçĕ нумай ачана усă кỹнине çапла майпа кăтартса парăпăр», — тенĕ Олег Алексеевич.

Сăмах май каласан, «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ Раççейри ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн чи пысăк проекчĕсенчен пĕри шутланать. Ăна пирĕн республикăра 1995 çултанпа ирттереççĕ.

«Ытти регионта кун пек марафона 2-3 усламçă кăна хутшăнать. Пирĕн вара 1500-2000 çын таран ачасемшĕн ырă ĕç тăвать. Çапла вара эпир 5-8 миллион тенкĕ пухатпăр», — пĕлтернĕ фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн ертỹçи Юрий Кислов. Вăл палăртнă тăрăх, 2021 çулта марафона Елчĕк, Пăрачкав, Шăмăршă, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Тăвай районĕсемпе Çĕнĕ Шупашкар хули хастар хутшăннă.

Асăннă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ «Васкавлă социаллă пулăшу», «Шалкăм çапнă ачасене пулăшасси», «Ăшă çурт», «Ача-пăча туберкулезĕ» проектсене пурнăçа кĕртет. Пухнă укçа-тенке çавăн пекех Республикăри ача-пăча клиника больницин онкогематологи уйрăмне, Чăваш Республикинчи шкул ачисен волейбол лигин чемпионатне ирттерме, вулавăшсен кĕнеке фондне пуянлатма яраççĕ. Хамăр районта пухнă укçа-тенкĕ районтах юлать.

«Ырă тума васкăр», — çапла чĕнсе каланă пурне те. Паллах, çыннăн уйрăм кунсенче кăна мар, яланах ырă тума тăрăшмалла.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Сире ырă кăмăллăх марафонне хутшăнма йыхравлатпăр. Укçа-тенкĕ куçармалли счетăн реквизичĕсем:

Получатель: Чувашское региональное отделение Общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» (сокращенно ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»),
расчетный счет № 40703810075220160067 в Чувашском отделении № 8613 ПАО Сбербанк
БИК 049706609
кỸс 30101810300000000609
ИНН 2128005408, КПП 213001001.

Çавăн пекех мобильлĕ хатĕрсен пулăшăвĕпе, QR-кодпа та куçарма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code