Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Африка чуми асăрханма хистет

Африка чуми асăрханма хистет

Çак чире 1903 çулта Кăнтăр Африкăра тупса палăртнă.

Вирус организма лексе чир палли курăнма пуçлани — инкубаци тапхăрĕ — 2-5 кун. Чир питĕ хăвăрт е майĕпен сарăлма пултарать. Вăл питĕ хăвăрт алхаснă тапхăрта сыснасем кĕтмен-çĕртен чир паллисĕрех вилеççĕ. Ерипен сарăлнă чухне ÿт температури 42,5 градус таран ÿсет, йывăр сывлать, сывлăшĕ пÿлĕнет, ÿсĕрет, апат çимест, шалкăм çапать. Ÿт çинче хĕрелсе тăракан хăмпăсем нумайланса каяççĕ.

Африка чуминчен асăрханса çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:

— сыснасене хупăнса тăракан пÿлĕмсенче тытмалла, картишне кăлармасăр çитермелле, ытти выльăхсене сыснасемпе пĕрле апатлантармалла мар;

— выльăх пÿлĕмĕсене тăтăшах тасатса тăмалла, дезинфекци тумалла. Сыснасене пăхма уйрăм тумтир тата ĕç хатĕрĕсем пулмалла;

— вĕсене ытти выльăх-чĕрлĕхрен юлнă апат юлашкисене çитерме юрамасть. Вĕретсе, пăшăхласа пĕçернĕ çимĕçсене анчах памалла;

— выльăх тăракан пÿлĕмсене ют çынсене кĕртмелле мар;

— вĕсене ветеринари докуменчĕсĕр туянмалла та мар. Сăмах май, мăйракаллă шултăра выльăхсене туяннă чухне те выльăх юнне лейкоз чирĕнчен тĕрĕслеттерме манмалла мар;

— аш-какай сутакан уйрăм çынсенчен документа куçпа курмасăр ăна туянса ан юлăр.

Выльăх виллине çÿп-çаппа пĕрле, çул çине е çырма-çатра таврашне те кăларса пăрахмалла мар — капла чире малалла сарăлма май туса анчах паратăр. Вĕсене район территорийĕнчи ятарлă вырăнсене пăрахмалла е Çĕрпÿри ветсанутильзаводран ятарласа килсе çитнĕ автомашина çине тиесе ямалла. Чир-чĕр килсе çакланасран асăрханса вакцинацисемпе тĕрлĕрен ытти ĕçе вăхăтра туса тăмалла, патшалăхăн ветеринари станцийĕн специалисчĕсенчен канаш-сĕнÿ илмелле. Каласа кăтартнă тĕслĕхсене асăрхасан, иккĕленÿ çуралсан çийĕнчех районти ветеринари станцине 2-56-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Д.БАЙМУШКИН,
тухтăр-эпизоотолог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code