Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пахалăх тĕп вырăнта пулмалла

Пахалăх тĕп вырăнта пулмалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак эрнере ирттернĕ промышленность продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссин ларăвĕнче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та тухса калаçнă.

Вăл палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра республикăри агропромышленность комплексĕн предприятийĕсем халăха йÿнĕ хакпа пахалăхлă продукципе тивĕçтерессине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем туса кăларакан тавар пахалăхĕ патшалăх стандарчĕсемпе килĕшсе тăрать.

«Чăваш Енри лавккасенче сĕт хакĕ пысăк. Экспертсем çакă фальсификатсемпе усă курманнине çирĕплетнине палăртаççĕ. Типĕ сĕтрен тунă продукцин хакĕ те, пахалăхĕ те пачах урăхла», — тенĕ ял хуçалăх министрĕ. Çавăн пекех вăл çитес вăхăтра Чăваш Енре электронлă ветеринари сертификацийĕн тытăмне ĕçлеттерсе ярасси пирки палăртса каланă. Çĕнĕлĕх сĕт тата сĕт юр-варĕн пахалăхне ăна туса илекенрен пуçласа туянакан патне çитичченех тĕрĕслесе тăма май памалла. Çакă контрафакт продукцийĕнчен хăтăлма, конкурентлăха ÿстерме пулăшмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code