Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисем тата хăнисем!

Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисем тата хăнисем!

Сире чĕререн ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй ячĕпе саламлатпăр!

Кăçал Акатуй районта 61-мĕш хут иртет, ăна Раççей кунне, Ырă ĕç тăвакансен тата Иван Яковлевич Яковлев çулталăкне халалланă.

Раççей кунĕ пирĕн çĕршывра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештерет, вĕсем пĕр çемьери пек туслă, килĕштерсе пурăннине, çĕршыв пуласлăхĕшĕн эпир пурте яваплă пулнине палăртать.

Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пире ырăрах пулма, пулăшу кирлĕ çынсене ытларах тимлĕх уйăрма хистет. «Ырă ĕç тăвакан хăй те ырă курать», — тенĕ ваттисем.

Уяв тĕлне хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене вĕçлерĕç, тĕш тырă культурисене республикăра чи малтан акса хăварса плана туллин пурнăçларĕç. Ĕçсене кирлĕ пек йĕркелесе пырсан, кăçал та пысăк тухăç илессе шанса тăратпăр.

Хаклă ентешсем!

Сире тепĕр хут уяв ячĕпе чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, юрату сунатпăр. Уявра пĕрле савăнар, юрă-кĕвĕ итлесе, спорт вăййисене хутшăнса е курса киленер. Пурне те савăк кăмăл сунатпăр Акатуйра!

И.ВАСИЛЬЕВА             Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН                  Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code