Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялти ÿнерçĕ

Ялти ÿнерçĕ

Çирĕклĕ Шăхаль пысăк ял мар. Апла пулин те кунтан республикăра анчах мар, çĕршыв шайĕпе те паллă çынсем нумай тухнă: Леонид Пантелеймонович Карсаков — экономикăпа экологи наукисен докторĕ, Раççей наукисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Академийĕн член-корреспонденчĕ; Петр Алексеевич Перепелкин — Ленин премийĕн лауреачĕ; Иннокентий Алексеевич Перепелкин — профессор, математика наукисен докторĕ, 7 патент тата 3 кĕнеке авторĕ; Анфиса Яковлевна Медведева — педагогика наукисен кандидачĕ; Николай Петрович Максимов тата Петр Варфоломеевич Петров — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕсем.

Паллă художниксен ĕçне малалла тăсакан тата пысăк шанчăк паракан ÿнерçĕ ялта татах та пур. Валерий Краснов пирки пырать сăмах. Нумаях пулмасть вăл хăйĕн ĕçĕсен куравне Чăваш Республикин наци библиотекинче «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче йĕркеленĕччĕ. Иртнĕ çул Хусанта иртнĕ «Тăван çĕршыва халалласа» ят панă куравĕпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă ÿнер ăстисем те паллашма пултарнăччĕ. Сăрăсемпе ÿкернĕ картинăсене ÿнерçĕсем пысăка хурса хакланă, Ревель Федоров, Николай Карачарсков, Владимир Агеев, Праски Витти, Анатолий Рыбкин, Анатолий Силов, Николай Енилин тата ытти художниксен ĕçĕсенчен кая маррине, ентешĕмĕрте пысăк малашлăх пуррине палăртнă май ăна Чăваш тата Тутар Республикисен Культура министерствисен Тав хучĕсемпе чысланă.

Валерий Краснов ÿнерçĕн хăш-пĕр ĕçĕсемпе мана ялти культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ куравра паллашма тÿр килнĕччĕ. Пысăк ăсталăхпа ÿкернĕ картинăсем тарăн содержаниллĕ пулнипе, чăнлăхпа килĕшсе тăнипе тыткăнларĕç мана, тарăн шухăша ячĕç.

Çакăн хыççăн ÿнерçĕпе тарăнрах паллашас тĕллевпе килĕнче пулса куртăм. Валерий 1969 çулта çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Йошкар-Ола хулинчи ÿнер училищинче пĕлÿ илнĕ. Малалла Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ÿнер институчĕн Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çумĕнчи филиалĕнче тĕслĕ сăрăсемпе ÿкерес ăсталăха вĕреннĕ. Аслă пĕлÿллĕ ÿнерçĕ малтан художник-оформитель пулса тăрăшать. Чăваш патшалăх драма театрĕнче ĕçлекен Н.Максимов сăрă маçтăрĕпе çывăх туслашать. Аслă юлташĕ художник-оформительте ĕçлеме сĕннине пăхмасăр, Валерий хăйĕн малашлăхне ÿнер профессине халаллать. Яла таврăнса картинăсем ÿкерес ĕçе пуçĕпех парăнать вăл. Юлашки çулсенче ÿкернĕ картинăсене асăнма уйрăмах кăмăллă: «Питрав», «Анатри чăваш туйĕ», «Хусан хулине илни», «Кăмака хутакан» /«Кочегар»/, «Пирĕн урам», «Хурăнвар», «Карниз», «Çăлкуç», «Сулхăнра», «Кивĕ çурт», «Хĕвел анни», «Тăван çĕршыв», «Пирĕн уйри чечексем», «Ал арманĕ», «Успени чиркĕвĕ» тата ытти те. Кашни картина — хăй пĕр тĕнче. Нумай фигурăран тăракан пысăк полотносенчен пуçласа пĕчĕкки таранах. Кунта пейзаж та, этнографипе çанталăк пулăмĕсене сăнланă картинăсем те пур. Ялта пурăннăран, ÿкерчĕксенчи геройсем — ял çыннисем. «Питрав» картинăра, сăмахран, нумай çынна сăнран палласа илме пулать. Питрав — Çирĕклĕ Шăхаль ялĕн уявĕ. Çак кун мĕн авалтан çамрăксем вăййа тухнă. Вырма ĕçĕсем пуçланиччен халăх савăнса юлас тенипе çыхăннă пулĕ çакă. Халĕ Валерий Алексеевич çав самантсене ÿкерсе юлайманшăн кулянать:

— Постановка туса ÿкерсе хума пулать. Анчах та вăл чăн-чăн пулмасть, çынсен ăшри туйăмне тĕрĕсех палăртма май килмĕ.

Кашни ÿкерчĕке тĕсемессерен тĕрлĕ шухăш çуралать пуçра. Пысăк çав ÿнерçĕн таланчĕ — пулăмăн хăйне евĕрлĕхне тата çыннăн сăнне анчах мар, характерне курма, туйăмне туйма пулать. «Утмăл турат» ят панă картинăнах илер. Сĕтел çинчи вазăри чечекпе юнашар çăрапа унăн уççине ÿкернĕ. Алăк уçă, чечекпе кĕтетпĕр тенĕнех туйăнать. «Кивĕ çурт» тата «Хĕвел анни» картинăсем хаш сывлаттараççĕ, чуна хумхантараççĕ. Ял пĕтсе пынине сăнланă вĕсенче. Çав вăхăтрах «Çăлкуç» картина умĕнче ялти çăлкуçăн иксĕлми вăй-хăватне туйса илетĕн. «Кăмака хутакан» картина та хăйне евĕр кăсăк. Хальхи вăхăтра кочегар ĕçне пĕлекен сайра пулĕ. Çапах та ĕç тумĕ тăхăннă рабочи, унăн атти, пысăк кĕреçи, кăмака алăкĕнчен курăнакан хĕрлĕ çулăм куракана тыткăнлатех. Кашни ĕç пирки çырса кăтартма çук, паллах, художник ĕçĕсене куçпа курса чунпа туймалла.

Ялта пурăнакан Валерий килĕнче вуншар картина упранать, кашниех хăйĕн хуçине кĕтет. Анчах та ÿнерçĕ вĕсенчен уйрăлма васкамасть, хăшне-пĕрне çĕнĕ сăн кĕртет, композицине улăштарать. Пушăрах вăхăтра портретсем ÿкерет вăл. Эрех-сăрапа туслă мар, пирус туртмасть В.Краснов. Çемье çавăрман. Хуçалăхне пĕчченех тытать, выльăх-чĕрлĕх усрать. Тăванĕсем пулăшнипе ниме мелĕпе тинтерех кăна мастерской çуртне туса пĕтерчĕ. Кунта чăваш халăхĕн тумтирĕсем, урана тăхăнмалли тата килте усă курнă япаласем упранаççĕ.

— Картинăсене ÿкернĕ чух усă куратăп вăл япаласемпе, çакă вĕсене чăнлăх кĕртет, ĕçсенче наци культурине сыхласа хăварма май парать, — ăнлантарать мана кил хуçи эпĕ тĕлĕнсе пăхнине асăрхаса…

Малашнехи плансем пысăк унăн. Тĕллевсенчен пĕри — Аслă Таяпа çумĕнчи хулаша, унта пулса иртнĕ пысăк паллă пулăмсене анлă полотно çине сăнласа куçарасси.

— Ÿнер ĕçĕнче чи йывăрри — ÿкересси мар /вăл чĕре витĕр тухать пулин те/. Картинăсене халăх патне çитересси йывăр. Çакă пĕччен пурнăçламалли ĕç мар, укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çапла тума капитал çук манăн, — пăшăрханса калаçать вăл.

Ăна итленĕ май пуçăмра ирĕксĕрех çакăн евĕр шухăшсем çуралаççĕ: «Камăн ĕçĕ-ши çамрăк талантсене малалла аталанма пулăшасси? Айккинчен кăна пăхса тăмалла-ши: пĕтсен пĕтет е тапаланса тухать?»

Шанас килет, укçа-тенкĕллĕ пулсан Валерий Алексеевич хăй çамрăк талантсене пулăшма пултарĕ. Хальлĕхе ку енĕпе те çын куçĕнчен пăхма, йăлăнма тивет. Анчах хăйне хисеплекен ÿнерçĕ мĕскĕнленмест, хăнăхман ун пеккине.

Хатĕр картинăсене Валерий килĕнче упрать. Ăнăçу сунар пысăк талантлă художника пултарулăхне малаллах аталантарса пыма.

Илья ЛЕВЫЙ,
ĕçпе вăрçă ветеранĕсен вырăнти организацийĕн председателĕ.
Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Валерий Краснов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code