Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăт пире суйларĕ

Вăхăт пире суйларĕ

Кăçал февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 31 çул çитрĕ. Шăпах çак кун çулсерен пĕрле пухăнасси йăлана кĕнĕ Афганистан çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă салтаксен.

Афганецсене халалланă тĕп мероприяти Елчĕкри тĕп вулавăшра иртрĕ. Воин-интернационалистсем чи малтанах Афган Республикинче пуçĕсене хунă, чире е ытти сăлтава пула вăрçăран таврăнсан ку тĕнчерен уйрăлнă юлташĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Тĕл пулăва Афган вăрçин ветеранĕ, вĕри точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афган вăрçин инваличĕсен районти пĕрлĕхĕн ертÿçи Петр Анисимов уçрĕ, иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнче çивĕч ыйтусене те хускатрĕç. Маларах Елчĕк районĕн çар комиссариачĕ пулнă çурт умĕнчи БТР çумне çирĕплетнĕ вăрçăран таврăнайман 3 ентеше – Ю.Г.Борисова, Ю.П.Григорьева, А.М.Патшина халалласа хатĕрленĕ плитасене тивĕçлĕ вырăна вырнаçтарасси канăç памасть афганецсене. «Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕпе, паттăрсен тăванĕсемпе канашласа вĕсене, тен, юлташсене пытарнă вил тăприсен çумне çирĕплетмелле?» – текен сĕнÿ пулчĕ тĕл пулура.

Раççей Пенси фончĕн Елчĕкри уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Яковлева интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă, аякри Афган çĕрĕнче те Елчĕк район тата салтак ятне çÿллĕ шайра тытнă ĕнерхи салтаксене чун-чĕререн тав сăмахĕ каланă май ветерансене тивекен çăмăллăхсем пирки каласа пачĕ. Мероприятие çак кун халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăм тата медицина ĕçченĕсене те йыхравланăччĕ те, вĕсем килме ерçеймерĕç курăнать.

Тĕл пулу Елчĕкри тĕп лапамри хĕру точкăсенче çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хунипе вĕçленчĕ.

Вăрçă нушине пĕрле тÿссе ирттернĕ юлташсене чĕререн тав туса пурнăç çулĕпе малашне те шанчăкпа утма сунатăп.

П.АНИСИМОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code