Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем канашларĕç

Депутатсем канашларĕç

Февралĕн 17-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 9 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн секретарьне – райадминистрацин ĕçĕсен управляющине, йĕркелÿ ĕçĕн пайĕн начальникне Марина Павловăна суйларĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Алена Быкова сăмах илчĕ. Вăл 2019 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе, 2020 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана улшăнусем кĕртессипе çыхăннă йышăну проекчĕпе паллаштарчĕ.

Малалла депутатсем Курнавăш ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнчи пурлăха муниципалитет харпăрлăхне куçарас ыйтăва тишкерчĕç. Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен» саккунĕн 35 статйин 5.4.1 пайĕнче палăртнă хăй тытăмлăх органне суйланакан должноçри çыннăн яваплăхне палăртакан Йĕркене çирĕплетессишĕн сасăларĕç.

Çавăн пекех Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăннă чух ирттерекен конкурсăн Йĕркине, райадминистрацин вĕренÿ тата çамрăксен политикин, финанс пайĕсем çинчен калакан Положенисене улшăнусем кĕртрĕç.

Депутатсем ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code