Елчĕкре пурăнакан сакăр çулхи Эвелинăпа тăваттăри йăмăкĕ Элиния Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе хăйсене евĕрлĕ 20 ытла парне хатĕрленĕ: Георги лентине чечеклесе капăрлăх кỹнĕ вĕсем.
Хăйсен парнине хĕр ачасем тыл ĕçченне тата ĕç ветеранне Роберт Иванович Бобылева та парнеленĕ.

