Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Династи витĕмĕ хăватлă

Династи витĕмĕ хăватлă

Почтальон профессийĕ милиционер, учитель е медицина ĕçченĕн профессийĕ пекех питĕ анлă сарăлнă. Раççейре авал корреспонденцие хуларан хулана лашапа ăсатакан, адрессем тăрăх салатакан ямшăксем пулнă. Пĕрремĕш почтамтсем I Петĕр патша вăхăтĕнче пулса кайнă. Вăл вăхăтра почтальонсем çав тери хисеплĕ çынсем пулнă, вĕсем ятарлă форма тăхăнса çỹренĕ. Паян почта ĕçĕн пĕр пайне интернетпа телефон çыхăнăвĕсем хăйсем çине илнĕ пулин те, почтальонсем пирĕн обществăра питĕ кирлĕ.

Почта историйĕ аталаннă утăмсемпе Елчĕк районĕнчи Кавалти çыхăну уйрăмĕнче нумай çул вăй хунă династин ĕç-хĕлне танлаштарма пулать. Калаçу Марков йăхĕнчен тухнă почта уйрăмĕн начальникĕсем пирки пырать, Поликарп Степанович Марков, Валентина Поликарповна Павлова, Светлана Васильевна Сергеева.

Почта ĕçченĕн хисеплĕ профессине чи малтан Поликарп Степанович пуçăннă. Кавалти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăл питĕ пысăк яваплăхпа, чун-чĕререн пурнăçланă. Нумай çул тăрăшнă вăл çак ĕçре. Ял халăхне хаçат-журнал çырăнтарнă, вăхăтра çитернĕ, çыру, телеграмма, саламлă открыткăсем леçсе панă, уявсенче тата хаваслă хыпарсемпе çынсен кăмăлне çĕкленĕ. Вуншар çул çак тивĕçе пурнăçланă вăхăтра вăл ял çыннисенчен пĕр ỹпкев сăмахĕ те илтсе курман.

Вăхăт шунă май çулсем те иртеççĕ. Кĕçех çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕн йывăр та яваплă тиевне хăй çине хĕрĕ — Валентина Павлова тиенĕ. Ачаран вăл ашшĕ ĕçне сăнанă, çак пукана йышăнма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă хĕрĕн. Тăван ял почта уйрăмĕнче вăл 35 çула яхăн, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă.

— Тĕрĕссипе каласан, хам ĕçленĕ юлашки çулсемпе иртнĕ ĕмĕрти 70-80-мĕш çулсене танлаштаратăп та, пурнăç тĕппипех улшăнчĕ. Ял халăхĕ питĕ нумай хаçат-журнал çырăнатчĕ. Колхозник-и вăл, учитель е тухтăр — пурте 4-5 изданирен сахал илмен. Çырусем, открыткăсем пирки каламастăп та. 2000 çулсенче хаçат-журнал çырăнакансем сахалланчĕç. Хăш-пĕр килте вуçех илме пăрахрĕç. Мĕнпур чун апачĕ телевизор, сериалсем, ток-шоусем пулса тăчĕç. Эрех туянма укçине шеллеместчĕç хăш-пĕрисем, хаçат çырăнма хаклă тетчĕç. Хаçат-журналсен тиражĕсем пĕтсе ларчĕç, — аса илет вăл.

Валентина Поликарповна пуçлăхра ĕçленĕ вăхăтра унăн шăллĕ Петр та почтальонра çỹренĕ. Вунă çул ытла ялти кашни çурт умне çитсе килнĕ вăл. Тин пиçсе тухнă хаçата ял çынни паянах аллине илсе вулатăр тесе çанталăкăн тĕрлĕ енлĕ пăтăрмахĕсене пăхмасăрах урам тăрăх утнă. Каярахпа почта сумкине вăл мăшăрне, унччен Çĕнĕ Эйпеçре вăй хунăскере, Надежда Марковăна тыттарнă.

Валентина Поликарповнăпа мăшăрĕ Василий Сергеевич Павловсем пилĕк хĕр çуратса ỹстернĕ. Сăмах май, Василий Сергеевич нумай çул «Победа» колхозра бригадирта тăрăшнă. Вăл çĕршыва юратакан, пурнăçа хаклакан, питĕ сăпайлă, ĕçчен, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хĕрĕсем пурте шкулта лайăх вĕренсе аслă тата вăтам пĕлỹ илнĕ, çемье çавăрса йăваран вĕçсе тухса кайнăранпа та чылай вăхăт иртнĕ. Хĕрĕсенчен ытларахăшĕ халĕ кукамай ята та тивĕçнĕ ĕнтĕ. Ирина Ульяновскри Халăх культурисен центрĕнчи чăваш уйрăмĕн заведующийĕ. Кỹршĕ регионта ирттерекен чăваш мероприятийĕсем пĕри те вăл тăрăшмасăр, вăй хумасăр иртмеççĕ. Пултаруллăскере 2011 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Галина — медицина ĕçченĕ, фельдшер, Надежда — педагог, шкул директорĕ. Вĕсем Пăва районĕнчи Киштек ялĕнче çемье çавăрса тĕпленнĕ. Марина Ульяновскра «Тойота» фирмăра питĕ чаплă специалист. Павловсен кĕçĕн хĕрĕ Светлана кукашшĕпе амăшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ — ялти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ. Йăхран-йăха пыракан профессине улăштарас темен вăл. Светлана Васильевна Сергеева ертсе пыракан уйрăм районта чи лайăххисенчен пĕри. Хаçат-журнал çырăнтарнă вăхăтра вăл кашни чăваш изданийĕн тиражĕшĕн кулянать. Çынсене çырăнма чĕнет. Светлана Васильевнăн ĕçĕпе ял çыннисем кăмăллă. Тивĕçлĕ канурисене пенси укçине килнех илсе килсе параççĕ. Çитменнине халĕ почта лавкка пекех пулса тăнă, тĕрлĕрен тавар та сутать. Саккас парсан апат-çимĕçне те, çумалли-тасатмалли хатĕрне те почтальонсем килех илсе пырса пама пултараççĕ. Çыхăну уйрăмне лавкка вырăнне пыракансем те пур.

— Паян почта уйрăмне ытларах аслă çулхи çынсем çỹреççĕ. Хаçатсем çырăнакансем те вĕсемех. Чи вулакан категори халь — пенсири çынсем. Хăш чухне çынсем хăйсен терт-нуши çинчен калаçма та килеççĕ, канашлаççĕ. Хамăн ĕçре аннепе кукаçин чысне, ят-сумне ỹкерес мар тесе тăрăшатăп. Пурне те çыхăну уйрăмĕнче кăмăллă кĕтсе илсе ăсатса яратăп. Хальччен ман ĕçе ỹпкелесе калаçнă сăмах илтмен-ха. Илтес те марччĕ, — терĕ династие тăсакан.

Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемье — телейлĕ. Арçын — çемье тĕрекĕ, шанчăкĕ. Килĕшỹллĕ çемьери шăкăл-шăкăл калаçу, йышлă ачисен йăл-йăл кулли ашшĕ-амăшĕн чунне савăнтарать мар-и? Туслă çемьере ачисем те ырă та пултаруллă.

Павловсен пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ — ачасемпе, мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе килĕштерсе пурăнасси.

«Ват çын — тăват çын», — тесе ахальтен каламан иккен шур сухалсем. Пирĕн вĕсене хисеплесе, итлесе, ăнланса пурăнмалла. Çулланнă çынсен вĕрентсе каланине ăса хывмалла. Çапла çырăнса, сыпăнса пырать те пурнăç. Кукамайпа кукаçее питĕ юрататпăр, тунсăхлатпăр, çавăнпа та май пулнă таран килсе çỹреме тăрăшатпăр, — тет Мурманск хулинче пурăнакан аслă мăнукĕ Женя. — Вĕсене тăван кил ăшшине упраса — пирĕнпе савăнса пурăнма хурçă пек çирĕп сывлăх, вăй-хăват сунатпăр. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, тĕслĕх илетпĕр, чунтан юрататпăр, вĕсем пире вара нумай çулччен савăнтарса пурăнччăр».

И.ГАВРИЛОВА.
Ульяновск хули.

Сăн ỹкерчĕкре: Марковсен çемйи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code