Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвалидсем валли — квота

Инвалидсем валли — квота

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва çĕклерĕç.

Укçа шута юратать теççĕ. Япала та, пĕчĕк-и вăл, пысăк-и, шута юратать. Мĕншĕн тесен вăл укçа-тенкĕпе çыхăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова шывпа тивĕçтерекен объектсене право тĕлĕшĕнчен регистрацилесси пирки сăмах хускатрĕ. Ку ыйту калаçу шайне 2-3 çул каялла çеç тухнă-ха, çак тапхăра çитиччен ял тăрăхĕсен территорийĕсенче 32 шыв башнинчен 12-шне тĕпрен юсанă. Паянхи кун тĕлне вĕсене пурне те шута илмен-ха. Çавăн пекех ялсенчи шыв пăрăхĕсене кадастр учетне илессипе те ĕçе хăвăртлатни кирлĕ — пĕр уйăхра вĕçлемелле.

Канашлура инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертсе пыракан инспекторĕ Екатерина Савинова тухса калаçрĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Раççей Правительствин 2022 çулхи мартăн 14-мĕшĕнчи 366-мĕш номерлĕ Постановленийĕ вăя кĕрет. Унта сăмах ĕçе илекенсем инвалидсене кирек мĕнле ĕçпе тивĕçтерессинче квота (килĕшсе татăлнă е çирĕплетнĕ виçе) йĕркелемелли пирки пырать. 35 çынран пуçласа 100 çын таран тăрăшакан коллективра 2 процент, 100 ытла çынлинче 3 процент таран пулмалла квота.

Инвалидпа çыхăннă квотăна çулсерен февралĕн 1-мĕшĕччен палăртмалла. Ĕç хутшăнăвне йĕркелеме виçĕ енлĕ килĕшỹ тумалла: организаци пуçлăхĕ (е уйрăм пайтаçă), инвалид тата сусăррисен обществăлла пĕрлешĕвĕ. Енчен те предприятин асăннă ыйтупа лару-тăру йывăр пулсан, договор тăвассине вăл тепĕр организаци урлă йĕркелеме пултарать, ăна уншăн укçа-тенкĕ тỹлет. Çав вăхăтрах çакă хушма квотăпа инвалидсене ĕçе илекенĕн планне кĕмест.

Ĕç çи ыйтăвĕ, яланхиллех, айккинче юлмарĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр хуçалăхсем тыр-пул пиçсе çитменнипе 2-3 кун уя тухман. Çав хушăрах кĕрхи культурăсене акассипе те тăхтаççĕ. Хуçалăхсен ертỹçисем çумăр çăвасса кĕтеççĕ иккен. Халĕ шав шăрăх тăрать те, йĕпе-сапа тапхăрĕ кайран çапла тăсăлсан? Иртнĕ çул та çумăрсăр кунсем пулманнипе чылай çĕрте кĕр аки ирттерессинчен хăрарĕç пулас. «Прогрессем» вара кĕрхи культурăсене пин ытла гектар акса хăварнă, кăçал вĕсене пỹлмене те вырма пуçламăшĕнчех хывнă. Ĕнерхи кун тĕлне унта 300 ытла гектар кĕрхи ырашпа тритикале, «Авангард» ОООра 120 гектар кĕрхи тулă акнă. Черетре камсем-ши?

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code