Суббота, Декабрь 15, 2018
Главная > Образование > Конкурссенче хастар

Конкурссенче хастар

Елчĕкри ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕн воспитанникĕсем час-часах тĕрлĕ пултарулăх конкурсне хутшăнса призлă вырăнсене йышăнаççĕ.

Чăваш Республикинчи наци библиотекинче ачасен хушшинче иртнĕ «Чăваш Ен сăррисем» ÿкерчĕксен конкурсĕнче Елизавета Мурзакаевăпа Екатерина Петрянкина, Карина Сивкова палăрнă. Вĕсем чи пултаруллă 50 автор шутне кĕнĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхне халалланă республика шайĕнчи конкурсра вара Диана Афанасьева, Вероника Усанова, Елизавета Мурзакаева 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вĕренекенсене ÿнер ăсталăхне туптама хăнăхтаракан Римма Парферьева хавхалантарса пырать. Воспитанникĕсен кашни çитĕнĕвĕшĕн чун-чĕререн савăнать преподаватель.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Усанова, Е.Мурзакаева, Д.Афанасьева.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code