Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян çынсем пурнăçа ырă варкăш кĕртеççĕ. Сăпайлăх, тараватлăх, илемлĕх туйăмĕсене хăйсен витĕр сăрхăнтарса кăларса юнашартисене парнелеççĕ вĕсем.
Сăрьелĕнчи фельдшер амбулаторийĕнче тăрăшакан Калерия Козлова медицина ĕçченĕ пулмах çуралнă. Çак ĕçре 32 çул тăрăшать Кушкăра çуралса ÿснĕ Калерия Ивановна. Пĕр ялти Василий Михайлович Козловпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ вĕсем. Килĕшÿллĕ те тату çемьере хĕрпе ывăл çитĕннĕ, вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ.
К.Козлова эмелпе анчах мар, ырă та ăшă кăмăлĕпе те сиплет пире. Сăрьелĕнче 108 пенсионер пурăнать. Эпир, аслă ăрурисем, уйрăмах кăмăллă унăн ĕçĕ-хĕлĕпе: шаннă тивĕçне яланах таса та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, пирĕн сывлăхшăн чунне парса ĕçленĕшĕн.
«2017 çулхи районти чи лайăх медицина ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ хастара ырлăх-сывлăх, телей, пархатарлă ĕçре малашне те ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатпăр.
Р.ХАРИСОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Василий тата Калерия Козловсем.