Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренÿ иртнĕ

Вĕренÿ иртнĕ

Иртнĕ эрнере Елчĕкри электросеть предприятийĕнче пушара сирсе ярассипе çыхăннă вĕренÿ иртнĕ.

Вĕренÿре палăртнă тăрăх, «подстанцире тивсе илнĕ трансформатора коллектив хăйĕн вăйĕпе сÿнтерме пуçăннă». Пушара хирĕçле тата чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă районти службăсем вырăна вăхăтлă çитсе «инкеке сирнĕ».

— Пур служба та хăйсен тивĕçне пĕлсе пурнăçларĕ, вĕренÿ ăнăçлă иртрĕ, — палăртрĕ планпа палăртнă мероприятие йĕркеленĕ Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code