Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телее тавăратăпах (Калав)

Телее тавăратăпах (Калав)

 «Пурнăçри ỹкерчĕксем» ярăмран

«Иртенпех канăçсăрланчĕ Валера. Арăмĕ япалисене пуçтарса тухса кайнăранпа шăп çур çул çитрĕ паян. Вутсăрах çунакан чĕрине ниепле те йăпатаймăн. Пỹлĕмре пур кĕтес те ют. Пỹртре çеç мар, чунра та пушă. Арăмĕпе юнашар ларса ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕк арçыннăн куçĕ тĕлне пулчĕ. Ăна асăрханса тытрĕ, чĕри çумне пăчăртарĕ. Хăлхинче арăмĕ юлашкинчен каланă сăмахсем янăрарĕç: «Телейлĕ пулăп тесе качча тухрăм пуль, анчах çак çулсем хушшинче чĕр тамăкра пурăнтăм. Çынна хаклама пĕлместĕн эсĕ….»

Хыççăн чупни те, ỹкĕтлени те, ырă енне улшăнма шантарни те тавăрмарĕ Дианăна. …Ытлă-çитлĕ çемьере çитĕнчĕ Валера. Вун çиччĕ тултарсанах ăна ашшĕ чаплă автомашина парнелерĕ. Хитре те шукăль тумланакан çăмăл машиналлă каччăна нумай хĕр куç хыврĕ. Вĕсене перчетке пек улăштарчĕ вăл. «Юрататăп,» — тесе пуçĕсене çавăрса машинăпа ярăнтарчĕ, кафе-ресторана илсе çỹрерĕ.

Çулсем иртрĕç, вăхăт шурĕ. Çамрăклах шавлă дискотекăсенче, хаваслă уявсенче киленнĕ каччă 30 çула çывхараспа çемье пирки шухăшлама пуçларĕ. Анчах кăмăла каякан пике çук. Çамрăкрах чухнехи пек кĕске юбкăллă, виçесĕр хăюллă, тỹрккес, çỹçĕсене арпаштарса ирĕклĕн ташлакансем мар, урăххисем кирлĕ иккен авланма — сăпайлă, ăслă-тăнлă, ырă кăмăллă, ĕçчен те пултаруллă, çепĕç, таса, хăйне никампа та улăштарман хĕрсем патне чунĕ туртать халь.

…Çурхи илемлĕ кунсемччĕ ун чухне. Йывăçсем шап-шур чечекре. Çывăх юлташĕн çуралнă кунне сад пахчинче палăртма татăлчĕç çамрăксем. Хăнасем хушшинче Дианăна тỹрех куç хыврĕ йĕкĕт. Яланхилле куштаннăн пăркаланса пырса тăчĕ вăл ун умне.

— Сирĕнпе паллашма юрать-и? Мана Валера тесе чĕнеççĕ, — йăл кулчĕ куçĕсене çиçтерсе. 

— Диана, — сăпайлăн хуравларĕ хĕр. 

-Тен, манпа пĕр çаврăм ташлатăр? 

-Каçарăр та, кăмăл çук, — сисчевлĕн тинкерчĕ хĕр каччă куçĕнчен. — Урăххине чĕнсемĕр.

«Сăпайлă, çав вăхăтрах çирĕп. Савнă çынни пурах ĕнтĕ хитрескерĕн», — шухăшларĕ арçын. Хĕр кỹршĕ ялтан пулни, хулара пĕлỹ пухни паллă пулчĕ.

Çак кунран канăçне йăлтах çухатрĕ Валера. Диана пирки шухăшларĕ, ларса-тăма вырăн тупаймарĕ. Акатуй уявĕнче вăл тантăшĕпе çеç пулнине асăрхасан савăнчĕ йĕкĕт. Çак кунран тĕл пулмалли сăлтавсем час-часах пулса тăчĕç. Япшар чĕлхеллĕ çамрăк хăй енне çавăрчех пикене.

Чаплă туй кĕрлеттерчĕç çамрăксем. Машина, хваттер, хула хĕрринче пысăк çурт, дача, çумра — юратнă мăшăр. Вăл ĕçрен яланах хаваслăн, вĕри апатпа кĕтсе илет, мăшăрне ăнланать, ырă канаш-сĕнỹпе, ăшă сăмахпа йăпатма пĕлет. Телейлĕ пулма тата мĕн кирлĕ? Анчах шавлă пурнăçа хăнăхнă Валера кăштахран улшăнчĕ. Час-часах киле таврăнми пулчĕ. Хаваслă ташă каçĕсем, ют хĕрарăмсем… Хăй тỹрĕ чунлă пулманран-ши, мăшăрĕнчен сăлтавсăрах кĕвĕçме, харкашма, ун çине алă çĕклеме пуçларĕ.

Тỹсрĕ хĕрарăм. 

— Ача парнелеме шухăшлатăн-и-ха? Халь вĕренсе те пĕтертĕн ĕнтĕ. 

— Хăв улшăнмасăр ача пирки ан та шухăшла, — татса хучĕ Диана.

Асапланчĕ мăнтарăн хĕрарăм. Упăшки таврăнман каçсенче çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмарĕ…

х х х

Валера тĕкĕр çине пăхрĕ. Хăйне хирĕç тинкерекене паллаймарĕ вăл: сухалне хырман, тăрпаланчăк çỹç-пуç, шала путса кĕнĕ ĕшенчĕк куçсем, пичĕ çинче — пĕркеленчĕксем. Хĕрсемпе хĕрарăмсем пур-ха унăн. Утăм тума памасăр уртăнаççĕ, анчах та пĕрне те Дианăпа танлаштараймăн вĕсене. Унăн ăнланăвĕ, ачашшăн лăпкани, çепĕç сăмахпа ăшăтни çитмест арçынна.

Диван çинче выртаканскер вăш! çеç сиксе тăчĕ арçын, çăвăнмалли пỹлĕме васкарĕ. Çăвăннă тата хырăннă хыççăн шăлаварĕпе кĕпине якатрĕ, кил-çуртне пуçтарчĕ-тастарĕ.

— Ỹкĕнсе Дианăран каçару ыйтăп, — вĕлтлетрĕ шухăш пуçра. — Хам унсăр пурăнма пултарайманнине ĕнентерĕп.»

Васкаса тумланса хваттертен тухрĕ. Çула май чечек лавккине чарăнчĕ…

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code