Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Мотоблок хуçин мĕн пĕлмелле?

Мотоблок хуçин мĕн пĕлмелле?

Мотоблок ял çыннишĕн килти хушма хуçалăхра усă курмалли, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçламалли питех те кирлĕ ĕç хатĕрĕ шутланать.

Хальхи вăхăтра районти 1700 ытла çын мотоблокпа усă курать. Анчах вĕсенчен нумайăшĕ унпа килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене шута хуманни çине-çинех тĕл пулать. Тĕслĕхсем те çакнах çирĕплетсе параççĕ. 2017 çулта республика территорийĕнче мотоблоксем хутшăннипе çул-йĕр çинче 12 инкек пулнине, вĕсенче 2 çын вилнине тата 12 çын аманнине шута илнĕ.

Мотоблок хуçин вара çакăн çинчен самантлăха та манса каймалла мар: ăна çынсем пурте усă куракан çулсем çине илсе тухма тата унăн прицепĕ çине çынсене лартса çÿреме юрамасть. Прицепа груз турттарас тĕллевпе анчах усă курма ирĕк панă. Енчен те мотоблок çине ларса çула тухма тиврĕ пулсан, хăрушлăхран асăрханас тĕллевпе ун çине çутатакан хатĕр вырнаçтармалла. Çапла майпа эсир хăвăра тата çывăх çыннăрсене инкек пуласран сыхласа хăварма пултаратăр.

Мотоблок водителĕ Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи çулçÿрев йĕркине пăхăнма тивĕçлĕ. Йĕркене пăснăшăн, çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн ăна уголовлă майпа явап тыттарма пултараççĕ.

В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code