Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Акатуй! Чаплă иртрĕ çакă туй!

Акатуй! Чаплă иртрĕ çакă туй!

Кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен 6-мĕш Акатуйĕ июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре уçăлнă.

Ăна чăваш халăхне çутта кăларнă хаклă çыннăмăр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă. Çак пулăм уяв сценине хăйне евĕрлĕх кĕртнĕ.

Сценăна вырăнти артистсемпе пĕрле аякран килнĕ хăнасем — Тутарстанри Теччĕ районĕнчи «Шуçăм», Самар облаçĕнчи «Улах», Оренбург облаçĕнчи «Нарспи», Чулхулари «Чулхула чăвашĕсем», Ульяновск облаçĕнчи «Савăнăç» ушкăнсем тата ытти чылай вырăнти ентешĕмĕрсем илем кÿнĕ.

«Алран кайми аки-сухи» юрă, ваттисен ячĕпе сăваплă сăмахсем янăранă хыççăн уява хутшăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

— Паянхи уяв чăваш çыннин ырă кăмăлне, тараватлăхне, вăл ĕçлеме юратнине уççăн çирĕплетет. Акатуя ахальтен-им пĕтĕм чăвашсен тетпĕр. Кирек ăçта пулсан та халăхăмăр хăйĕн йăли-йĕркине тытса пырать, чĕлхемĕре упрать, — тенĕ вăл.

Ĕçре палăрнисем Михаил Васильевич аллинчен патшалăх наградисене тивĕçнĕ.

Палăртнă вырăнсенче спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе иртнĕ ăмăртусем, халăх вăййисем вăйлисене йыхравланă.

Хамăрăн пултарулăха, ăсталăха, чăваш халăхĕн юрă-кĕвĕ культурине, йăли-йĕркине упраса хăварма май паракан уяв çĕрлечченех тăсăлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code