Иртнĕ çул, асăнупа хурлану кунĕнче, Пĕтĕм чăвашсен культури пысăк çухату тÿсрĕ — пултаруллă йĕркелÿçĕ, композитор, юрăç, дирижер, аккомпаниатор, музыка учителĕ, поэт Николай Сергеевич Карлин вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Шăпах çулталăк иртсен, пултарулăхне шута илсе, Аслă Елчĕкре унăн вилтăпри çине палăк вырнаçтарчĕç. Ăна уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый мухтавлă ентешĕмĕрĕн ăсталăхпа сăмахлăх ĕçĕнчи иксĕлми хастарлăхне, ялан тÿрĕ кăмăлпа, чунне парса ĕçленине палăртрĕ. Унра Турă пани те, ашшĕ-амăшĕн чунĕ-юнĕ урлă куçнă тивлет те пулнах ĕнтĕ, çапах та тĕллев патне талпăннă чух ÿркенменни кирлĕ. Малашлăх шанăçĕ шкул пĕтерекене Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине илсе çитернĕ, кунта Чăваш АССР тата РСФСР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ В.А.Ходяшев класĕнче юрăсем кĕвĕлеме хăнăхать. Хорпа ĕçлеме Л.Д.Разумов патĕнче, юрлама — С.А.Кондратьев патĕнче вĕренет.
Çапах та пурнăçра этеме темле академик е профессор вĕрентсен те вĕренекен чун-чĕринче хăйĕн вут-хĕмĕ, хăйĕн пултарулăхĕпе «хăйлăхĕ» палăрмасть пулсан, унран «Çăлтăр» тухасса кĕтме йывăр. Николай Сергеевич ăсталăхĕнче вăл яланах пире унччен тахçан илтни-хăнăхнине мар, хăйĕн уйрăм сассине, çеммине, хăйĕн чи кирлĕ сăмахĕсене шыраса тупма пĕлнипе тĕлĕнтерет. Унăн лирикăлла юррисем çав тери ăшă çепĕçлĕхпе шăранса тухаççĕ те итлекен-кураканăн чунне тарăннăн кĕрсе вырнаçаççĕ, нумайлăха асра юлаççĕ, çынна çунат сарса ĕмĕт-шухăш тĕнчинче ирĕклĕн вĕçме йыхăраççĕ.
Н.Карлинăн кун-çулне, ĕç-хĕлне хакласа хĕрĕ Алена, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патреккел халăх хорĕн ертÿçи Геннадий Борисов тата ыттисем нумай ăшă сăмах каларĕç.
Ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕн тапса тăнă. Вăл поэт та терĕмĕр те, çав вăхăтрах поэзири çăмăл мар жанрсенче те хăйĕн сассине панă: балладăра, поэмăра, легендăра. Автор пулнăранах-и, унăн юррисен сăмахĕсем çунатлă, кĕввисем янăравлă та мăнаçлă. Çавăнпа та чылай ĕçĕ халăх юратакан произведение çаврăнса çĕршыври чăвашсем пурăнакан тăрăхсене палăкăн кĕрсе вырнаçнă. Тĕрлĕ çĕрте пысăк йышлă илемлĕх коллективĕсем йĕркелесе вĕсене профессионализм тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шая çĕкленĕ. Çакна палăка уçма ятарласа килнĕ Самар тата Чĕмпĕр тăрăхĕсенчи вăл чăмăртанă фольклор ушкăнĕсем те каçхи концертра çирĕплетрĕç.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, нумай конкурс-фестиваль лауреачĕ хăйĕн юрă-сăвă лаççинче тăван ялтан, районтан пĕр уйрăлми тимленĕ. Кунти ытарайми тавралăх, ĕçченсен хастарлăхĕ унăн ăс-тăнĕ, кăмăл-туйăмĕ витĕр сăрхăнса тухса, ытарлăх хĕлхемне çаврăнса ĕмĕр сÿнми çырăнса юлнă — «Чыс, мухтав сире, Елчĕксем», «Тăван ял урамĕсем», «Çичĕ чÿрече», «Шурă хурăн»… Ăна чăвашсен паллă композиторĕсен — Григорий Хирбю, Филипп Лукин шайĕпе хаклани те йăнăш пулмĕ.
Николай МАЛЫШКИН.