2018 çулхи çурхи призыв кампанийĕ утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Ку призывра 1991-2000 çулсенче çуралнă çамрăксем салтак атти тăхăнаççĕ.
Çак тапхăрта граждансем коррупцие хирĕçле саккунсене пăхăнманнине е коррупци сĕмĕллĕ преступлени тĕслĕхĕсене асăрхасан Хусанти çар прокуратурине 8/843/264-23-51 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.