Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чечек фестивалĕ иртĕ

Чечек фестивалĕ иртĕ

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар тĕрлĕ наци çыннисене уява пуçтарĕ. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче регионсен хушшинчи «Çичĕ чечек» наци культурисен фестивалĕ иртĕ.

Чăваш Ене тĕрлĕ регионтан – Чулхула облаçĕнчен, Мари, Пушкăрт, Тутар, Удмурт, Мордва республикисенчен, ытти тăрăхран – пултаруллă коллективсемпе ал ăстисем килĕç. Вĕсем халăх юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе паллаштарĕç. Фестивальте пир тĕртекенсен, тĕрĕ ăстисен, шăрçа тăвакансен, йывăçран илемлĕ япаласем хатĕрлекенсен ĕçĕсем те илем кÿрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code