Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксен кунне паллă тунă

Çамрăксен кунне паллă тунă

Июнĕн 27-мĕшĕнче Раççейре çулсеренех Çамрăксен кунне паллă тăватпăр.

Районти тĕп больницăра ĕçлекен çамрăксем çак кун çавра сĕтел хушшинче тĕл пулнă. Вĕсене тĕп тухтăрăн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан — районти ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Галина Уфукова, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Фаина Цыганова, тĕп больницăра общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалист Антонина Александрова саламланă, малашлăх пурнăçра, ĕçре ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă.

Çамрăк медицина ĕçченĕсем хăйсен сферинче йĕркеленекен кашни конкурс-ăмăртăва, фестивале хастар хутшăнаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те курăмлă вĕсен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code