Среда, 6 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Çын пул

1910 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче И.Я.Яковлев пуçарнипе тĕн кĕнекисене чăвашла куçарасси аталанма пуçланă. Паллах, кĕнекери ум сăмаха пире çутлăха кăларакан И.Я.Яковлев çырнă. Çак йĕркесемпе вулакана паллаштарни вырăнлă.

“Эй, савнă тăванăмсем, вăй çитнĕ таран туса пынă ĕçсем пулса çитнине эпĕ куртăм ĕнтĕ, манăн мĕн пур шухăшăм çавăн çинчеччĕ, çавăншăн пуринчен ытла тăрăшрăм, ăна пуринчен ытла юратса пурăнтăм, ĕнтĕ хам хытă ĕненсе тăнă тăрăх, çак сăмахсене йăвашшăн каласа сире тархаслатăп: Турă сăмахне хисеплĕр, — вăл ырăлăха Турă пачĕ… Туррăн çав тĕрлĕ пысăк ырăлăхне хисеплеме вĕренĕр. Хăвăр хисепе хуманнипе, кăмăлăр пăсăлса ĕненме пултарайманнипе, пурнăçăр йĕркесĕррипе çав ырăлăха çухатасран хăраса тăрăр…

Килĕрте те Турă сăмахĕн кĕнекине хисеплĕ тытăр. Вулама та ăна таса чĕрепе, ырă ăспа тытăнас пулать. Савăнăç килсен те, хуйхă килсен те, çак савăнăç паракан, çăлăнăç кÿрекен кĕнекене ырă кăмăлпа, таса шухăшпа тытса вулас пулать, кил-çуртра ăна чи лайăх вырăнта усрас пулать.

Эй тăванăмсем, Çăлаканпа, Унăн хăватлă вăйĕпе тĕрекленĕр.

Юратнă тăванăмсем, сыхланса пурăнăр, хăватлă тăрăр, тĕреклĕ пулăр, вара Туррăмăрăн ырăлăхĕ сире пурсăра та пулĕ…”

Атте-аннене хисеплер!

Ачам! Енчен эсĕ Турра пăхăнса пурăнма тытăнас тесессĕн, ху чунна сăнава хатĕрлесе тăр, чĕрÿне сыхă тăрат, çирĕп пул. Кирек мĕн хĕн курас-чухлас пулсан та хавассăн йышăн, темĕн тĕрлĕ асаппа хăшкăлмалла пулсан та тÿсĕмлĕ пул.

Ашшĕне хисеплесе пурăнакан çылăхра таса тăрать. Амăшне чыса хуракан, амăш кăмăлне тупакан мул тупакан евĕр.

Аçу-аннÿне алă-тăвĕçпе те хисепле, чĕлхÿ-çăварупа та хисепле, вĕсенчен сана пехил тухтăр. Ашшĕ пиллĕхĕ ачи-пăчи пурнăçне ăнтарать, амăшĕ ылханĕ ачи-пăчи пурнăçне тĕп тăвать.

Ашшĕне пăракан Турра мăшкăллать, амăшне кÿрентерекен Турă ылханне юлать.

Аçуна хура хăварса ырă ята ан хапсăн, аçу намăсĕ сана ырă ят мар.

Аçу-аннÿне ватăлмалăх кунсенче ан пăрах, кун-çул курмалăхĕнче ан кÿрентер вĕсене. Вăл тăн-пуçран тайăлнă пулсан та тÿс, ху вăй питти халупа ăна ан хурлантар.

Ăслă-тăнлă пул!

Ăслă çын ăсĕ ăслă сăмах-юмах тупать, ăна каласа пама тинкерсе итлекен хăлха шырать.

Ăсăнта епле шухăш пур, çав шухăша хытă тытса тăр, сăмаху пĕр пултăр.

Ăслăлăх вăл хăй ятне кура… Ухмахшăн ăслăлăх тискеррĕн курăнать.

Суя суйни çыннăн пит пысăк айăп вăл, ăссăр çын чĕлхи-çăварĕнче яланах суя сăмах.

Ăслă çын сăмаха вăхăт çитиччен шарламасть, ăссăр мухтанчăк çын вăхăтпа ăмăртса калаçать. Ытлашши калаçакан йĕрĕнтерет.

Ырă тăнлă-пуçлă çын шухăш шухăшласса хисепе хумасăр хăвармасть, мăн кăмăллă, ăссăр çын ĕçне пĕр шухăшламасăр туса хурсан та шикленме пĕлмест.

Ырă чĕлхеллĕ пулар!

Сăмах тăрăх ырра тухăн, сăмах тăрăх хисепрен тухăн, чĕлхе пирки этем хура юлать. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар, чĕлхÿпе улталаса ан калаç.

Ăшă чĕлхе-çăвар тус-йыш пухать, ырă сăмах-юмах кăмăл хушать.

Чĕлхÿпе ытах хастарлă ан пул.

Ырăшăн ырăпа тавăракан малалла ырă янтăлать, кайса ÿкес çĕрте унăн тĕревĕç пулĕ.

Тархаслакана тĕртсе ан яр, тилмĕрекен чуна ан ылхантар.

Илнĕ чух хăлаçланса ан ил.

Усал ан ту, хăвна та усал тивмĕ.

Ху тăвану çинчен кăлăх суя ан кăлар, ху тусу çинчен суя суйса ан калаç.

Выльăх-чĕрлĕх пур-и санăн; Пăх ăна, вăл сана усă парать.

Çын вилнишĕн ан хĕпĕрте, вăл санăн курайман тăшману пулсан та, эпир пурсăмăр та вилмелле, çавна асăнта тыт.

Тикĕте сĕртĕнекен варалать, усал çынпа явăçакан хăй усал пулать.

Куç ăçта пăхнă, ун хыççăн аллуна ан тăс, аллуна тирĕк тĕпне çынран мала ан тăс. Çыннăнне те хăвăнни пекех уя, кирек епле япала тĕлĕшĕнчен те калла-малла шухăшла.

Тусна упра!

Тусран тăшман пулса ан тăр, хаяр ят илсе ху валли намăс-мăшкăл анчах тупăн; апла ик чĕлхеллĕ çылăхлă çынсем тăваççĕ.

Çынпа туслашас тетĕн пулсассăн сăнаса пăхса туслаш, шанчăкна часах ан хур çын çине.

 

Хăш тус хăйне кирлĕ вăхăтра тус санпала, сан çине хĕн килсессĕн пăрахать сана. Хăш тус тăшман пулса тăрать, вăрçса-хирĕçсе намăс кÿрет сана.

Хăш тус пĕрле ĕçсе-çинĕ чухне тус, сана хĕсĕк килсессĕн манать.

Тусу-йышупа сыхланса пурăн. Шанчăклă тус вăл шанчăклă хÿтлĕхпе пĕрех: шанчăклă тус тупакан мул тупаканпа пĕрех.

Шанчăклă тусăн хакĕ çук. Шанчăклă тус вăл пурнăç сиплĕхĕ. Турăран хăракан хăй тусĕпе пурăнса, тусне те хăй майне çавăрса хăй пек ырă тăвать.

Авалхи тусна ан пăрах, çĕнĕ тус ун тĕлне тăраймасть.

Ырăпа çеç пул!

Ырă тăвас тесен, кама ырă тăвассине пĕлсе ту, вара эсĕ ырă туни ырăлăхлă пулĕ.

Чирлĕ çын патне кайса ларма ан ÿркен, уншăн эсĕ кăмăл тупăн.

Йĕрекен-макăракантан ан пăрăн, пĕрле ху та хурлан.

Ывăлупа хĕр ачуна тимле!

Ывăл ачусем пур-и санăн — вĕрент вĕсене, çамрăкранпа пуçне тай вĕсенĕнне.

Хĕр ачусем пур-и санăн — вĕсене ÿт-пĕвне тирпейлесе ÿстер.

Хĕрне ÿстерсе качча пар, вара эсĕ пысăк ĕç тăвăн, ăна ырă çынна пехилле.

Чунтан юратнă арăм пур-и санăн — ăна хуса ан яр.

Хĕр ача тĕлĕшĕнчен ашшĕ-амăшне яланах шухăш, хĕр ача шухăшĕ пирки ашшĕ-амăшне çывăрма ыйăх та çук, вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă, качча кайсассăн упăшкине сивĕтесрен хăрушă.

Хĕр чухне вĕсемшĕн пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран хуйхă, мăшкăллансассăн урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран шухăш. Намăса пĕлмен хĕр ачуна хытă сыхласа усра, ун пирки тăшманусен мăшкăлĕ ан пул, ял çинче халап ан çÿретĕр, халăх умĕнче намăс ан курса лар, ял-йыш кулли ан пул.

Эрехе пĕлсе ĕç!

Эрехе хирĕç ан паттăрлан, эрех нумайăшне пĕтернĕ.

Тимĕр-хурçă çивĕчĕшне кăмакара чухлаççĕ, этем кăмăлне эрехпе ÿсĕртсе сăнаççĕ.

Виçеллĕ тыткаласассăн эрех этем сывлăхĕшĕн усăллă.

Эпĕ виçĕ тĕслĕ япалапа эрешлентĕм, акă вĕсем:

— Тăванпа тăван пĕр шухăшлă тăни;

— Этем пĕр-пĕрне савса пурăнни;

— Арпа арăм пĕр-пĕринпе килĕштерсе тÿрĕ пурăнни.

Хăй ачи-пăчишĕн савăнакан çын телейлĕ. Кам та кам ырă, ăслă арăмпа ĕмĕрне пурăнса ирттерет, кам та кам хăй чĕлхи-çăварĕ пирки шар курмасăр пурăнать, кам хăйĕнчен начара парăнса пурăнмасть, çавă çын телейлĕ. Камăн та камăн ăслăлăх пур, кам вăл ăслăлăха итлекенсенĕн хăлхине кĕртет, çавă çын телейлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code