Веществосен ылмашăвĕ — кăткăс процесс. Апатри тутлăхлă веществосем организмра улшăнса ÿт-пÿ веществине куçаççĕ. Юлашкисем çĕнĕ клеткăсем валли, кивĕ клеткăсене улăштарса çĕнетме е энерги тунă çĕре каяççĕ. Вĕсем пурте организма аталантарма, пурнăçа малалла тăсма пулăшакан функцисене пурнăçлама кирлĕ. Веществосен ылмашăвĕ пĕтсен организм вилет. Организма кирлĕ тутлăхлă веществосемпе туллин тивĕçтерсе тăрсан тата ăна аталантарма тĕрлĕ енлĕ условисем туса парсан тин веществосен ылмашăвĕ тивĕçлĕ шайра пулса пырать. Выльăх-чĕрлĕхе япăх тăрантарсан, рациона тутлăхлă тата минераллă веществосемпе пуянлатмасан ылмашу процесĕ пăсăлать. Çакă чĕрĕ организмри физиологи процесĕсемпе тачă çыхăннă. Час-часах вĕсем выльăх-чĕрлĕх пĕтĕ чухне, ĕне сĕт антарнă тапхăрта палăраççĕ. Веществосен ылмашăвĕ пăсăлсан çак чирсем пуçланаççĕ:
Парез /ĕне пăруланă хыççăн кайри урисем çине тăрайманни/. Çак чирпе сĕт нумай антаракан ĕнесем аптăраççĕ. Парез пулсан ĕнен ÿт-тирĕ, сĕлеке парĕсем тата куç шуррисем туйми пулаççĕ, хыçалти урисен тытăрки пĕтет, ăнсăр пулать.
Рахит /апатра витаминсем çителĕксĕр пулнипе ĕне шăммисем тĕрĕс аталанайманни/.
Остеодистрофи е остеомаляци /организмра минераллă веществосем çитменни, шăмăсем çемçелсе пыни/. Шăмăсем тĕпренсе ванма тытăнаççĕ, ÿт çинче шыçă аталанма пуçлать. Çакă вăл пĕтĕмпех организмра фосфорпа кальци тата Д витамин çитменнине пĕлтерет.
Эндеми зобĕ. Çак чир йод çитменнипе пуçланса каять, мăй хулăнланса каять.
Гиповитаминоз. Вăл çамрăк выльăхсене ерет.
Веществосен ылмашăвĕ йĕркеллĕ пулса пытăр тесен чир-чĕре хирĕç кĕрешмелли профилактика мероприятийĕсене пурнăçламалла. Вĕсенчен пĕри — пĕтĕмĕшле диспансеризаци. Рационра тутлăхлă, микро тата макроэлементлă апат, витаминсем, аминокислотасем çителĕклĕ шайра пулмалла. Выльăха пахалăхлă шыв анчах ĕçтермелле. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла тата зоогигиена условийĕсене пăхăнса ĕçлемелле.
А.БЫКОВА,
районти ветеринари станцийĕн терапевт тухтăрĕ.