Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çынна та ерет

Çынна та ерет

Хăш-пĕр выльăх-чĕрлĕх чирĕ çынна та ерме пултарать. Çав шута бруцеллез кĕрет.

Вăл килти выльăхсемпе тискер чĕр чунсене, çынсене ерекен вăрах вăхăта тăсăлакан чир шутланать. Организмри пурнăçшăн нумай кирлĕ тытăма сиенлет, çав шутра – юн тымарĕсене, апат ирĕлтерекен, шăкпа ар тата ĕрчев тытăмĕсене.

Чире бруцелла йăхĕнчи бактерисем пуçараççĕ. Чире уйрăмах сурăхсемпе качакасем, мăйракаллă шултăра выльăхсем, сыснасем питĕ сисĕмлĕ. Пĕр йышши бруцеллăсем тепĕр йышши выльăх е çын çине куçма пултараççĕ. Чирлĕ выльăхсем инфекци çăл куçĕ пулса тăраççĕ. Вĕсен каяшĕ тата продукцийĕ урлă бруцеллез сывă выльăхсене, вĕсене пăхакана е продукцийĕпе усă куракан /тĕслĕхрен, вĕретмен сĕтрен/ çынсене ерме пултарать. Ытларах чухне чир выльăхсем ушкăнпа пăруланă вăхăтра /кăрлач-пуш уйăхĕсенче/ сарăлать. Вăл вăрттăн аталаннă пирки ăна вăхăтра сисме йывăр. Ăнланса, пĕлсе илнĕ вăхăт тĕлне чир тĕрлĕ органсемпе тытăмсене ярса та илет.

Чирĕн тĕп паллисем – хырăм ÿкни тата хыç ÿкмесĕр тытăнса тăни. Чылай чухне чирĕн палли те пулмасть. Çакна асра тытса ветеринари службинчен ирĕк илмесĕр, выльăхсем чирлĕ пулманнине пĕлмесĕр, тивĕçлĕ документсăр ютран выльăхсем кÿрсе килме юрамасть. Чи шанчăкли – чиртен асăрханасси, выльăхсен юнне тĕрĕслеттерсе тăрасси, иккĕлентерекен паллăсене асăрхасан вăраха ямасăр специалистсене кăтартасси. Чăваш Республикинче ку енĕпе лару-тăру хальлĕхе тăнăçлă шутланать пулин те, чиртен сыхланас тесен лашасен, мăйракаллă шултăра выльăхсен, сурăхсен тата качакасен юнне илсе тĕрĕслеттермелле – урăхла майпа чире палăртма çук.

С.ИШМУРАТОВ,
районти ветстанцири тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code