Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрханăр, выльăх масарĕсем…

Асăрханăр, выльăх масарĕсем…

Нумаях пулмасть Россельхознадзор специалисчĕсем республикăри выльăх масарĕсене тĕрĕсленĕ, вĕсем ветеринарипе санитари йĕрки ыйтнипе килĕшсе тăнине палăртнă. Сăмах май, выльăх масарĕсене юлашки 5-6 çулта йĕркене кĕртсе курăмлă ĕçленине те йышăнмалла.

Апла пулин те вĕсенче çынсем пулнин паллисене асăрхама пулать. Иртен-çÿрекене кăсăклă пулĕ. «Сибироязвенная» тесе çырни те хăратмасть-ши?

Паянхи куна илес пулсан, республикăра 53 выльăх масарĕ: Элĕк районĕнче – 2, Патăрьел /7/, Шупашкар /2/, Канаш /4/, Комсомольски /1/, Хĕрлĕ Чутай /3/, Муркаш /1/, Шупашкар хулинче – 1, Етĕрне районĕнче /27/, Елчĕк районĕнче /3/, Тăвай /2/. Вĕсене пурне те шута илнĕ, кашнин тĕлĕшпе ветеринарипе санитари карточки уçнă.

Телее, республикăра Çĕпĕр язви чылайранпа тĕл пулман. Çулсерен республикăри выльăха вакцинаци туни те ырă витĕм кÿрет-тĕр. Ку енĕпе халĕ те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Апла пулин те Çĕпĕр язви ытла та хăрушă пулнине манма юрамастех: выльăх шăм-шакĕ çĕрсен те инфекци пĕтмест, вăл тăпрара нумай çул упранма пултарать. Асăрханулăха çухатсан чире вăй илме парасси куç кĕрет.

Çĕпĕр язви çыншăн та хăрушă чир шутланать. Вăхăтра сипленмесен çак амак шала каять, организма палăрмаллах хавшатать. Кĕлеткипех çăпансем тапса тухни кашнине сисчĕвлентермелле. Сипленмесен сепсис пуçланать, юн сиенленет. Кун хыççăн нерв тытăмĕ шар курать. Вăл вирус çаклатнă чĕр чунтан куçать: пуснă, тирне сÿнĕ, ашне вакланă, виллине пуçтарнă тата тĕп тунă, упранă, пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарнă, тирпейленĕ чухне.

Масар вырăнĕсенчи çĕре куçарассипе, унтан шыв илессипе çыхăннă, сăмахран, строительство, шырав, гидромелиораци ĕçĕсене пуçарма, сад-пахча тума юрамасть. Тĕрĕссипе, чирлĕ выльăха пытарнă вырăна пырса кĕмелле маррине ял çынни пĕлмест мар.

Чир питĕ хăвăрт сарăлнине кура сыхлăх пирки тепĕр хут аса илтерни ытлашши пулас çук. Мур вырăнĕсен территорийĕсенче кĕтÿ çÿретме, утă çулма, унтан çĕр илме юрамасть. Ăнсăртран выльăх чирлесен ветспециалистсене пĕлтермелле.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code