Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватăсене – уйрăм тимлĕх

Ватăсене – уйрăм тимлĕх

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр специалисчĕсем коронавирус чирĕн тапхăрĕнче, пушшех, районта пурăнакан пенсионерсемпе инвалидсене уйрăм тимлĕх уйăрма кирлине ăнланаççĕ.

Çакна асра тытса вĕсем тăтăшах ял тăрăхĕсене тухса çÿреççĕ. Пĕччен пурăнакан ватăсемпе, инвалидсемпе тĕл пулса вĕсен пурнăç условийĕпе паллашнипе пĕр вăхăтрах коронавирус чирĕнчен сыхланасси, ку чухне асăрханулăх мерисене пăхăнасси пирки каласа кăтартаççĕ. Иртнĕ кунсенче центр специалисчĕсем Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пулнă май, кунта пĕччен пурăнакан пĕр ватă çынна стационарлă пулăшу кирлине çирĕплетнĕ.

Çавăн пекех вĕсем шутра тăракан ăнăçсăр çемьесенче те пулнă. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пырайман çынсемпе калаçу ирттернĕ. Воспитани ĕçне, ачисен çуллахи канăвне тата сывлăхне çирĕплетессине мĕнле йĕркеленипе кăсăкланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code